Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕттĕм вăхăтра уйрăмах тимлĕ пулăр

ГИБДД кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ: çул çинче тухнă инкексен шучĕ калама çук пысăк. Республикăра та, пĕтĕмĕшле илес пулсан, водительсен тата çуран çÿрекенсен айăпĕпе тăтăшах авари çырăнать. Иртнĕ канмалли кунсенче кăна, акă, Чăваш ен çулĕсем çинче 11 çын вилнĕ, унтан та ытларах - 16-ăн - аманса суранланнă. Инкексем пĕри тепринчен хăрушăрах. Районти çулсем çинче те лару-тăру кăткăс темелле. Хаçат вулакансем ас тăваççĕ ĕнтĕ, хăрушă аварисем синкерлĕ вĕçленни çинчен юлашки вăхăтра пĕрре мар çыртăмăр. Пĕрисенче çынсене  сĕмсĕррĕн таптанă, теприсенче машинăсем çапăннă, виççĕмĕшĕсенче кювета чăмнă...

Республикăри çул çинчи инкексен тишкерĕвĕ нумай чухне аварисене 30 çула çитмен çамрăк водительсем лекнине кăтартать. Апла пулин те руль умĕнче сахал вăхăт ларакан водительсем хăйсене темшĕн çăмăлттайрах тытаççĕ, тепĕр чухне курнăçланма  хăтланаççĕ. Çул çинчи хăйне евĕрлĕ «культурăна» пăхăнманшăн хăш-пĕр чух ытла та хаклă тÿлеме тивет-çке.

Паллах, кĕркуннехи çанталăк уйрăмлăхĕсем те витĕм кÿнине асăнса хăвармасăр май çук. Кĕрхи кунсенче çул тата ун айăкки ялан тенĕ пекех йĕпе пулни автомобиль фарисен çутине туртса тĕксĕмлетет. Анчах опытсăр водительсем çакна шута илмеççĕ, нимрен хăрамасăрах хăвăртлăха ÿстереççĕ те çынсене таптаççĕ е мĕн çине те пулин кĕрсе каяççĕ.

Çуран çÿрекенсем те, паллах, пач айăпсăр май. Хăшĕ-пĕрисем çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсни - чылай инкек сăлтавĕ. Хура е тĕттĕм тĕслĕ тум-тире кăмăллакансене те асăрхаттаратпăр: каçхине вăл  тĕттĕмлĕхпе «пĕрлешсе» курăнми пулать. Водитель çул çинче пыракан çынна çак сăлтавпа кая юлса асăрхать, машинăна чарса ĕлкĕреймест. Çанталăк йĕпе-сапаллă е хĕлле çил-тăманлă чух уйрăмах тимлĕх çинчен манма юрамасть.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
19 ноября 2008
00:00
Поделиться
;