Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетсе

«Знамя» ял хуçалăх предприятийĕ уй-хир пуянлăхне алла илес енĕпе кăçал та тăрăшса ĕçлерĕ, кашни гектартан 26 центнер тĕш тырă пухса кĕртрĕ.

Çĕр улми туса илессипе те мăн турхансем  пĕлтĕрхинчен ăнăçлăрах ĕçлерĕç. Унăн тухăçĕ кашни гектартан 265 центнер тухрĕ.

Мăн Турхан тăрăхĕ уй-хир ĕçĕсенче мала тухнă çынсен ÿсĕмĕпе чăннипех мухтанма тивĕç. Андриян Иванов, Сергей Андреев, Юрий Иванов трактористсем кĕрхи ĕçсене вăхăтра, тирпейлĕ вĕçлеме пулăшрĕç.

Кăçалхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ май, ял ĕçченĕсем çитес çулхи тыр-пул шăпишĕн те халех тăрăшаççĕ. Сăмахран, çуракинче акма 1750 центнер  вăрлăх кирлĕ пулсан ăна 2000 центнер таранах хатĕрлесе хучĕç. Пур йышши вăрлăхсем те 100 проценчĕпех кондициллĕ.

- Пирĕн хуçалăх территорийĕнче акăнман çĕр лаптăкĕ пачах çук. Умри тĕллев пĕрре: çĕрпе анлă усă курасси, унăн пуянлăхне алла илессине малашне те лайăхлатса пырасси. Паян никама та çăмăл мар. Маншăн чи пахи - çынсем йывăрлăхсене уямасăр, пысăк шанчăкпа, малашлăха ăнланса ĕçлени. Вĕсем епле вăй хунине куратăн та, хăв та ырă улшăнусем пулассине шанма пуçлатăн. Эпир малашлăха ĕненсе пурăнатпăр, ÿсĕмрен те çав тĕллевпех малалла талпăнатпăр, - çирĕппĕн шантарса каларĕ хуçалăх ертÿçи Вячеслав Иванович Васильев.

Мĕнех калăн, ертÿçĕн сăмахĕ татăклă. Çавăнпа çитĕнÿсем ÿлĕм те юнашар пулĕç. Шăпа, хăйсем тăрăшнине кура, вĕсене ăнăçу çулĕпе малалла илсе пырĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 ноября 2008
00:00
Поделиться
;