Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ЮМАХСЕНЧЕ - АВАЛЛĂХ ЧĔРĔЛĔВĔ

Закарпатье... Ракоци замокĕ - трансильвани кнеçĕсен ăру йăвийĕ. Вĕçсĕр-хĕрÿсĕр вак кирпĕчсенчен тунă тăрăсем хушшинче вăл юмахри улăп пек курăнса ларать. Каçă урлă - Украина тата Раççей, европеецсемшĕн паллă мар Хĕвелтухăç.

Çак кермене çутçанталăк хăех тĕкĕнмелле мар тунă. Хăйĕн историйĕнче ăна пĕр тăшман та çĕнеймен. 1396 çултанпа ун стенисене пĕрре мар хаяррăн тапăннă, анчах хÿтĕлевçĕсем чылай çул хупăрласа тăракансене тÿсме пултарнă. Замокри пур япала та, бастионсенчен пуçласа вак архитектура деталĕсем таранах, пĕр тĕллеве пăхăннă - кунта пурăнакансен ирĕклĕхне сыхласа хăварасси.

Хуралçă башнисем, пысăк стенасем, çĕкленекен хапхасем... - çаксем пĕтĕмпех манăçа тухнă, анчах ĕмĕрлĕхе юлнă хулана аса илтереççĕ. Çилпе илсе килнĕ çынсем, чее тарçă, чăн-чăн юлташ, хĕвеллĕ çĕршывпа ташлакан тăрнасем çинчен калакан юмахсем фотокартинăсенче вырăн тупнă.

Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче уçăлнă «Ватă замок юмахĕсем» курав шăпах çак асамлă вырăнсемпе паллаштарать те. Паллă художникăн Владимир Асмирко фотохудожникăн ĕçĕсем тăрăх музей директорĕ Елена Шарипова тĕлĕнмелле легендăсене каласа парать, аваллăха çулçÿреве илсе тухать. Курав музей залĕсенче ноябрĕн 27-мĕшĕчченех ĕçлет.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 ноября 2008
00:00
Поделиться
;