Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юнлă кĕçнерникун

«13» цифра халăхра ахаль те ырăпа çÿремест. Уйрăмах  вăл эрнекуна лекет-тĕк, ыррине ан кĕт, теççĕ. Иртнĕ эрнере вара кĕçнерникун пулин те, 13-мĕш кун хăйĕн усал ятне чăннипех тÿрре кăларнă.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, чи малтанах киревсĕр ĕç Шуркасси Ишек ялĕнче 13 сехетре пулса  иртнĕ. Ку ял арçынĕсемех - пĕри 71-ре, тепри 32-ре - çак кун тем сăлтавпа вăрçăнса кайнă. Тем пайлайман  ĕнтĕ иккĕшĕ - хирĕçтăру хĕрсех пынă, лару-тăру  йывăрланнă. Аслăраххи çĕçĕ ярса илнĕ те çамрăкраххине хырăмран чикнĕ. Çапла, вар-хырăмĕ аманнă çамрăк çын тĕп больницăн хирурги уйрăмне лекнĕ.

Кăшт каярах вара ку уйрăмах тепĕр хĕрарăма  йывăр сурансемпе илсе килнĕ. Вăл, пăрăва киле çавăтса каяс тĕллевпе çул çине тухнăскер, хăйĕнпе инкек сиксе тухасси çинчен шутламан та ĕнтĕ. Анчах, ăна  чип-чипер пыраканскерне, Сăкăт ялĕ çывăхĕнче «Хундай-Акцент» машина таптанă. Пăтăрмахлă ĕç-пуç 16 сехет тĕлĕнче «Кивçурт - Мăрат - Сăкăт» автоçул çинче пулса иртнĕ, ют çĕршывра кăларнă машинăна - поселокри пĕр организацин транспорт хатĕрне - 25-ри Вăрнар çамрăкĕ тытса пынă. Инкек пуласса  пĕлнĕ пулсан, тÿшек сарса хурăттăм, тенĕ ваттисем. 49-ти хĕрарăмăн та, акă, пăрăва киле илсе таврăнас вырăнне, чипертенех больницăна килсе выртма тивнĕ.

Телее, çÿлерехри икĕ тĕслĕхре çÿлти лекнисем вилĕмрен çăлăнса юлнă. Анчах çав кунах каçхине Вăрнарти пĕр хваттерте тухнă хирĕçÿ, шел пулин те, синкерлĕ вĕçленнĕ. Милици ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, вăрçу-харкашу сăлтавĕ - кĕвĕçÿ. Ку туйăм çыннăн чун-чĕрине кĕрсе ларсан ытла та хăрушă пулма пултарать çав. Хальхинче те çаплах пулса тухнă. Урса кайнă 37-ри арçын, хирĕçÿ вăхăтĕнче хутаçран çĕçĕ туртса кăларнă, пĕрле пурăнакан хĕрарăма кăкăртан, çурăмран, купарча, хул кăкĕсем тĕлĕнчен пĕр шелсĕр темиçе хутчен те чикнĕ. Çак вăхăтра вăл мĕн çинчен шутланă-ши, çывăх çын пурнăçне татнине ăнланнă-ши; 32-ри хĕрарăм вара преступлени вырăнĕнчех вилсе кайнă.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
19 ноября 2008
00:00
Поделиться
;