Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ÇĔН ĂРУШĂН СЫВЛĂХ ХАКЛĂ

«Чирсенчен тухтăрсем сыватаççĕ, сывлăха вара кашнин хăйĕн упрамалла», - тенĕ Амосов академик. Чăн та, пурнăçра пĕтĕмпех сывлăхран килет: шутланă ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ, çивĕч ыйтусем татăлаççĕ, йывăрлăхсем сирĕлеççĕ. Сывлăха упрасан кун-çул та вăрăмланать.

Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тата çамрăксен хушшинче анлăрах сарас тĕллевпе Вăрнарти 29-мĕш училищĕре уйăхлăх иртрĕ. Библиотекăн вулав залĕнче «Сывлăх географийĕ» кĕнекесен куравĕ ĕçлерĕ. 43-мĕш ушкăнпа «Вĕренекенсен гигиени тата сывлăхĕ» ятпа кĕнекесен тишкерĕвне турăмăр. «Эпир - сывлăхшăн» тата «Сывă пурнăçшăн çунатпăр» альбомсенче ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, ăсчахсен  сывлăх çинчен калакан афоризмĕсем, нормативлă документсем, сиенлĕ йăласенчен çăлакан тĕрлĕ сĕнÿ-канашсем т. ыт. те вырăн тупрĕç. Вĕренекенсем статьясемпе, ÿкерчĕксемпе кăсăкланса паллашрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 декабря 2008
00:00
Поделиться
;