Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ÇАМРĂК ЛИТЕРАТОРСЕМ

Пĕтĕм тĕнчери «Проза - детям» литература конкурсне пуçаракан Вера Львова çыравçăн савăнăçне районти шкул ачисем литература тупăшăвне пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕç.

Пирĕн Вăрнарти 2-мĕш шкултан кăна 200-е яхăн ĕç пулчĕ.

- Ачасен ĕçĕсем мана çав тери хавхалантарчĕç, - тĕл пулура савăнăçлăн пĕлтерчĕ Вера Ивановна. - Çамрăк конкурсантсем калавсем, юптарусем, сăвăсем, ÿкерчĕксем тăратнă. Уйрăмах Вăрнарти 1- тата 2-мĕш, Мăн Явăшри, Ярмушкари, Уравăшри, Кĕçĕн Кипекри, Шĕнер Ишекри, Кульцаври шкулсенче вĕренекенсем хастар пулчĕç. Вăрнарти 2-мĕш шкул вара - лидер! Виçĕ номинацире харăс 7-мĕш класри пĕртăван Николайпа Владимир Ильинсем çĕнтерчĕç. Вĕсем - чи лайăх ÿкерекенсем, рецензентсем, прозаиксем. Вĕсен ĕçĕсене, паллах, Кизилюртра, Дербентра тата Махачкалара  иртекен юбилейлă литература фестивалĕнче тивĕçлипе хаклĕç.

Шкулта ирттернĕ тĕл пулура Вера Львова ачасене 12 фильм кăтăртрĕ. Вĕренекенсене уйрăмах  «Лох», «Фантазии Ежикова» кинокартинăсем килĕшрĕç.

- Педколлектива Вера Ивановна пирĕн шкулта пулни, хайĕн идейисене вĕрентекенсене кăна мар, ачасене те хавхалантарни килĕшрĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем акă ашшĕ-амăшĕпе пĕрле «Атте, анне тата эпĕ - вулакан çемье» конкурса хутшăнчĕç, - пĕлтерет шкул директорĕ Маргарита Климентьевна Матвеева.

Кĕнекесен ролĕ юлашки çулсенче кăшт хавшарĕ пек, анчах Вера Львова пек энтузиастсем пулсан ача-пăча литератури малалла та пурăнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 декабря 2008
00:00
Поделиться
;