Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăшшăн ыталăп сана

Анне - пĕчĕк ача калакан пĕрремĕш сăмах. Вăл хăйне çуратнă, уншăн çĕр çывăрмасăр тăрăшакан, чи çывăх çынна çапла чĕнет. Çутçанталăк хăех ачапа амăшĕ хушшинчи çыхăнăва уйрăлми тĕвĕленĕ. Пире пурне те пурнăç парнеленĕ, амăшĕсем чăннипех те мухтава тивĕç.

Вырсарникун, акă, вĕсене уяв ячĕпе саламласа чысларăмăр. Тĕп библиотекăн ача-пăча литературин уйрăмĕн ĕçченĕсем те ку паллă куна уявлассинчен аякра юлма пултараймарĕç. Амăшĕсен кунне халалласа библиотекарьсем кĕçĕн çулхи ачасемпе «Ăшшăн ыталăп сана» калаçу ирттернĕ. Çавăн пекех «Анне - çĕр çинчи савăнăç» ятпа кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Уяв тĕлне йĕркеленĕ мероприятисенче амăшĕсене халалласа сăвăсем вуланă, ырăлăхпа юрату туйăмĕсем çинчен калаçнă. «Как мамонтенок искал маму» мультфильма та пĕчĕк шăпăрлансем хаваспах курнă, ăна активлă сÿтсе явнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
03 декабря 2008
00:00
Поделиться
;