Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аннесене пуç таятпăр

 Анне - çĕр çинчи кашни çыншăнах чи хакли. Аннесем пире пурнăç парнелеççĕ, çакăншăн эпир вĕсене çĕре çити пуç таятпăр. Сирĕн ăш-пиллĕх, çепĕçлĕх - ывăл-хĕрсен чĕрисене ăшăтакан сÿнми çутă... - районти мĕнпур хĕрарăма тав туса саламланă  район пуçлăхĕ Анатолий  Кузьмин Хирпуçĕнче иртнĕ уяв каçĕнче.

Уява уçнă май районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Надежда Лукина та йăха тăсакансен ячĕпе  чылай ăшă сăмах каланă. «Çемье вучахĕн управçи кăна мар, паян вăл, çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче, - ертÿçĕ те, политик та, обществăлла деятель те, гражданла обществăна аталантарассине пысăк тÿпе хывакан та», - палăртнă вăл.

Амăшĕсене Раççей Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн представителĕ С.Гордеева, «Раççей пенсионерĕсен союзĕ» партин районти пĕрлешĕвĕн полномочнăй представителĕ А.Ильин, Раççей Пенси фончĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.Редькова, районти тĕп больницăн акушер-гинекологĕ И.Иванова тата ыттисем саламланă, нумай ачаллă амăшĕсене парнесем кÿнĕ.

Уяв каçĕнче çавăн пекех «Çемье - 2008» конкурсра çĕнтернĕ Калининăри Мышкинсен, Шĕнер Ишекри Нестеровсен тата Аçăмçырминчи Михайловсен çемйисене чысланă. Районти пултарулăх ушкăнĕсем концерт савăнтарнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 декабря 2008
00:00
Поделиться
;