Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Наркоманипе тата токсикоманипе кĕрешер

Кашни çул кĕркуннепе çулла республикăра «Çамрăксем - сывă пурнăçшăн!» акци ирттереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çамрăксем, уйрăмах çула çитменнисем, наркотиксемпе усă курасран профилактика мероприятийĕсем ирттересси.

Наркомани - хăрушă чир. Сиенлĕ йăла тыткăнне лекнипе çын наркотиксемпе чарăна пĕлмесĕр усă курать. Ÿсĕртсе хавхалантаракан е ыратнине туйми тăвакан наркăмăшлă эмелсене Раççей Федерацийĕнче тĕрĕслесе тăракан наркотиклă, наркăмăшлă эмелсен официаллă списокне кĕртнĕ е вĕсене наркотиксем çинчен калакан саккунра çирĕплетнĕ.

Наркомансем обществăшăн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Токсикомани чирĕ наркотиксем шутне кĕмен эмелсемпе усă курнипе пуçланать. Апла пулин те наркоманипе аптракансене пĕр евĕрлĕрех сиплеççĕ.

Шкулсенче, училищĕсенче, тата токсикоманипе техникум-колледжсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче профилактика мероприятийĕсене тĕллевлĕ ирттермелле. Ас тăвăр: вĕлерекен тавара сутакансем пачах та тĕлĕрмеççĕ. Вĕсем ытларах яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа тÿрĕ çултан пăрма тăрăшаççĕ. Пĕр наркоман çур çулта 10 яхăн çынна наркотиксемпе  усă курма явăçтарма пултарать. Çавăнпа та вĕрентÿре, медицина, культура, милици ĕçченĕсен пĕрле тимлемелле.

Вăрнар районĕнче кăçалхи 10 уйăхра малтанхи 5 çулпа танлаштарсан наркотиклă тата наркăмăшлă япаласене усă курас тĕлĕшпе лару-тăру çивĕчленнĕ. Чирлисен учетĕнче тăракансен хисепĕ ытлашши  улшăнман пулсан та эксперт тĕрĕслевĕ тĕрлĕ наркотиксемпе усă курасси ÿснине кăтартать. 2007 çулта декабрьте (юлашки 5 çулта пĕрремĕш хут) канабиоидсемпе (гашиш, марихуана) усă куракан 2 çынна тупса палăртнă. Паянхи куна: наркотиклă эмелсен тыткăнне кĕрсе ÿкнĕ 19 çын. Çав шутран чылайăшĕ биоидсемпе, опиоидсемпе тата кокаинпа усă куракансем. Вĕсем хушшинче наркотика хăнăхса чире  ернисем (наркомансем) те пулĕ. Кăçалхи 10 уйăхра пĕр наркомана тупса палăртнă, пĕлтĕр кун пек тĕслĕх çырăнман.

Токсикомание ернĕ çынсен хисепĕ пĕлтĕрхинчен ÿсмен. Паллах, тупса палăртманнисем те çук мар ĕнтĕ.

Наркотиклă тата наркăмăшлă япаласемпе усă кураканăн малашлăхĕ çутă мар. Вĕсене е тĕрме,  е вилĕм (малтанхи çулсенче наркотиксемпе усă курма пуçланă 12 çынран паянхи кун иккĕшĕ кăна пурăнаççĕ) кĕтет.

Уйрăмах çамрăксене асăрхаттарас килет. Наркотика иленесси питĕ хăвăрт. Сиенлĕ им-çампа пĕрремĕш хут усă курнă хыççăн унсăр пурăнайми пулатăр. Наркотиксемпе 1 çултан тытăнса 3 çулччен усă  куракансен 40 процентне, 4-5  çул пулсан - чирлисен 25 процентне сыватаççĕ. 5 çул иртсен наркомансен 5 процентне кăна сиплеме пулать. 7 çул ытла наркотиксемпе усă куракансем пурте вилеççĕ.

Ашшĕ-амăшĕсем! Хăвăр ачăрсем пушă вăхăта  мĕнле ирттернипе кăсăкланăр, вĕсене усăллă ĕçсене явăçтарăр.

Наркотиксемпе «туслашма» ĕлкĕрнисене медицина пулăшăвĕ кирлĕ. Наркоманирен килти условисенче сывалма пулмасть. Пулăшу ыйтма районти тĕп больницăн наркологи кабинетне (шăматкун) е Шупашкарти наркодиспансера (Пирогов урамĕ, 6 çурт) каймалла. Шупашкарта реабилитаци центрĕ те ĕçлет.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
03 декабря 2008
00:00
Поделиться
;