Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ПĔРЛЕ ЧУХНЕ ЭПИР ТЕ ВĂЙЛĂ

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн Шупашкарти ачасемпе çамрăксен олимп резервин 3-мĕш шкулĕнче сусăррисем хушшинче X спорт фестивалĕ иртрĕ.

Пирĕн районтан инвалид-ачасен командинче Калининăри шкул-интернатра пурăнакан-сипленекенсем пулчĕç. Пиллĕкĕн вĕсем дартс, çăмăл атлетика, сĕтелçи теннис, шашка тата шахмат енĕпе ăмăртрĕç. Уйрăмшар зачетра Анна Иванова, Валерия Пахова, Кристина Иванова палăрчĕç.

Аслисем хушшинче шашкăпа тата шахматпа Хурăнсур Çармăсри куç курманнипе 2-мĕш ушкăн инваличĕ Евгений Никитин, Вăрнарти Вениамин Чернов, пĕтĕмĕшле  чирпе 2-мĕш ушкăн инваличĕ, лайх вылярĕç.

Пĕтĕмĕшле зачетра Вăрнар район команди иккĕмĕш вырăн тата кубок çĕнсе  илчĕ.

Çакăн пек ăмăртусем мĕнпур инвалида пĕрлештереççĕ, пĕрле чухне пĕтĕм йывăрлăха çĕнме пулнине çирĕплетеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 декабря 2008
00:00
Поделиться
;