Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Патшалăх программине пурнăçласа

2006-2008 çулсенче районта мăйракаллă шултра выльăх 343 пуç, сыснасем - 331, сурăхсем - 41, лашасем 11 пуç туяннă. Выльăхсен ăратлăхне лайăхлатассипе ĕçлекен хуçалăхсем 178 пуç мăйракаллă шултра выльăх илнĕ.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх организацийĕсенче 12756 пуç сысна, 6749 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Ку кăтартусемпе Вăрнар районĕ республикăра пĕрремĕш-иккĕмĕш вырăнсем  йышăнать.

Выльăх-чĕрлĕх йышне «Гвардеец», «Агрохмель» агрофирмăсенче, «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Аник», «Мураты» кооперативсенче, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче ÿстернĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 декабря 2008
00:00
Поделиться
;