Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ура çине илем тĕнчи тăратнă

Унра пытанакан чĕрĕлĕхе, ĕçченлĕхе, пултарулăха, çĕнĕ идейăсемпе çуннине, илеме чунтан парăннине пĕр харăс сайра камра курнă эпĕ. Çак енсем  тепĕр сывă çынра та уйрăмшарăн кăна. Вăрнарта пурăнакан Луиза Афанасьевна Соловьевана вара шăпах вĕсем пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнме пулăшнă, пулăшаççĕ те. Урисем йĕркеллĕ утнă пулсан, халиччен тата мĕн тĕрлĕ ĕçпе палăрнă пулĕччĕ-ши вăл;..

- Шăпи ман çапларах çырăннă, мĕн тăвăн. Эпĕ, паллах, урăх çын пулма ĕмĕтленнĕ, - ăшталану туйăмне пытармасăр кăмăллăн калаçать Луиза Афанасьевна хăйĕн ĕçĕсемпе пĕрин хыççăн тепринпе паллаштарнă май. Эрешленĕ тĕрлĕ формăллă çурта тыткăчĕсем, тĕрлĕ халăх пуканисем, фоторамăсем, гардинăсем, пукансем, шкафсем... - тепĕр çын, тен, кусене пĕтĕмпех çак черчен чунлă хĕрарăм йывăçран касса кăларнă тесен ĕненмест те. Анчах Луиза Афанасьевнашăн вĕсем, чун кÿтнĕ е хавхаланнă чухне ăсталанăскерсем, - пурăнма илĕртнĕ япаласем.

Пултаруллă хĕрарăм Новосибирск хулинче çуралса ÿснĕ. Шел, ун ачалăхĕ ыттисем ăмсанмалла иртмен, вăл тĕксĕм те йывăр шухăшлă. «Вырăн пĕчĕклех хăй çумне пăраламан пулсан...» - чуна пырса тивекен сăмахсем Луиза Афанасьевнан куçĕсене тĕксĕмлетрĕç. Халĕ вăл пÿрт тăрăх хăй сисмесĕрех хыпаланса утнине (урамра, паллах, коляскăсăр çÿремест) курсан, пулин - ун утти ыттисенни  пек çирĕп ан пултăр, уншăн савăнатăн кăна мар, пĕчĕк, анчах чун-чĕрипе пуян хĕрарăмра пурнăçшăн иксĕлми вăй-хал тапса тăнинчен тĕлĕнетĕн.

Вунтăваттă тултарсан çемье Киргизи Республикине куçса кайнă. Луиза Афанасьевна пĕр ĕмĕтпе кăна пурăннă - йывăр чир хыççăн ура çине тăрасси. Ăшă çанталăк, сиплĕ климат, кунтан та ытларах пурнăçа юратни пулăшнă - вăл утма пуçланă. Художество училищине вĕренме кĕнĕ. Шел, пултаруллă хĕре скульптурăпа ĕçлеме чарнă - урисем чăтмĕç. Çапах та театр мастерскойĕсенче ĕçлесе кăркăс халăхне хăйĕн сувенирĕсемпе чылай  тыткăнланă-тĕлĕнтернĕ вăл.

Луиза Афанасьевна Киргизи АССР-ĕн художество фондĕнче ĕçленине уйрăмах пысăк туйăмпа  аса илет. Вăл - шахматсен виçĕ эталонĕн авторĕ. Кунта «Бакай» комплект халĕ те чи палли иккен. «Виççĕмĕшне халăхра сарман та темелле», - фигурăсене хăма çине вырнаçтарнă май пĕлтерет ырă чунлă  хĕрарăм. Чир каллех çапса аркатнă иккен, вилĕм  патнех илсе çитернĕ. Пилĕк çул нушаланнă вăл, анчах В.Дикуль тренировкисен тĕслĕхĕпе вырăн  çинчен тăма пултарнах. Занятисене паян кун та пăрахăçламасть - унсăрăн каллех урисем хытĕç.

- Пушă вăхăт тата майсем пулсан, халĕ те ăсталамалла, - шухăшлăн пĕлтерет Луиза Афанасьевна, шахматсен эрешĕсемпе паллаштарнă май. Комплектри пешкăсем - дружинăсем. Ферзь е урăхла королева - кăркăс хĕрарăмĕ, пуçĕнче наци тумĕ - элечек. Король кăркăс халачĕпе, шлемпа, колчугăпа... Çак ĕçсем пĕтĕмпех ун алли витĕр тухнă. Чертеж тăрăх кăна токарь çавăрса тунă, çырасси, якатасси, лакпа витесси - пĕтĕмпех ун ĕçĕ.

Мăшăрне кĕçех Çурçĕре куçарнă. Александр Луиза Афанасьевнана та хăварман. Кунта вăл пĕр чăваш хĕрарăмĕпе паллашнă. Çулсем иртсен те çыхăнăва татманни илсе çитернĕ те ĕнтĕ çак талантлă хĕрарăма пирĕн тăрăха. Пĕр союзри халăх çапла тискерленмен, пĕр-пĕринчен ютшăнман, тăван килтен хăваламан пулсан...

Анчах та Луиза Афанасьевнан кичемлĕхре путма вăхăт çук. Мĕн Вăрнара куçса килнĕренпех вăл кил-çурта илемлетессипе тимлет. Халĕ унăн  тăпăлкка та çутă пÿртне тахçан мăн кăмакаллă тĕксĕм те хура пĕр пÿлĕм кăна пулнă тесе калаймăн: зал та, спальня та, кухня та, санузел та пур. Вĕсенче пĕтĕмпех ун идейисем вырăн тупнă, çавăн пекех хăйĕн ĕçĕсем. Вĕсене пурне те тенĕ пек хĕрарăм хăй тунă, чылай çул ун аллинчен пăтапа мăлатук кайман. Паян  акă унăн декорацисемпе илемлетнĕ палисадникĕ аякранах тыткăнлать, çуртĕнче таса та çутă.

Идейăсем тенĕрен, пултаруллă хĕрарăмăн çĕннисем тата чылай. Çăка пуленккисем те хатĕр ĕнтĕ. Вăхăт, чи кирли  сывлăх кăна пултăр...

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
03 декабря 2008
00:00
Поделиться
;