Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăс-тăн вăййисем

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Калининăри вăтам шкул çумĕнчи ресурс центрĕнче кĕçĕн класра вĕренекенсем хушшинче ăс-тăн вăййисем иртрĕç. Кунта юнашар вырнаçнă Аçăмçырми, Чăрăшкас Хирлеп, Хăмăш, Ярмушка, Малти Ишек, Шĕнер Ишек ялĕсенчи шкулсенче вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Ачасем тĕрлĕ ăс-тăн вăййисенче тупăшрĕç. Вырăс чĕлхипе - Калининăри 2-мĕш «а» класра вĕренекен Маша Андреева, Лера Кудрявцева, 3-мĕш класри Анжела Филиппова, Анна Иванова, 4-мĕш класри Настя Миронова, Анна Федорова, Аçăмçырминчи Святослав Герасимов, Хăмăшри Вика Арешкина чи пултаруллисем тата тавçăруллисем пулнине кăтартса пачĕç. Вырăс литературине - Ира Николаева (Калинино), математикăна - Николай Федоров, Эдик Тарасов, Эдик Константинов, Саша Антонов, Наташа Тихонова, Таня Андреева (Калинино), чăваш чĕлхине К.Кириллова (Шĕнер Ишек), М.Михайлов (Чăрăшкас Хирлеп) аван пĕлеççĕ. Чи маттуррисем дипломсемпе грамотăсене тивĕçрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 декабря 2008
00:00
Поделиться
;