Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырăлăх тĕнчене çăлать

Ырă ĕçсем пирĕн пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулмалла Эпир  Вăрнарти 1-мĕш шкулти 6-мĕш класра вĕренекенсем çак  сăмахсене халал вырăннех тытатпăр, нуша тÿсекенсене пулăшма тăрăшатпăр. Пирĕн шутпа вăрçă ветеранĕсене шефа илни питĕ кирлĕ ĕç.

Вăрнарта Герой-партизан ячĕллĕ урам пур. Тен вăл мĕнпе палăрнине пурте пĕлсех каймаççĕ. Вĕсене эпир хамăрăн шкулти музея чĕнетпĕр, кунта ун çинчен пĕтĕмпех каласа кăтартĕç. Эпир вара вĕренекенсем Ж.Илюкин палăкне шефа илнĕ. Унăн ÿчĕн кĕлне Вăрнар масарĕ çинче пытарнă. Кунта çавăн пекех вăрçă çулĕсенче Вăрнарта  вырнаçнă госпитальте сипленнĕ салтаксен вил тăприйĕсем те пур.

Çуркунне вил тăприе типĕ курăксенчен тасататпăр, чечексем лартса хăваратпăр, кĕркунне те чечексемпе илемлететпĕр. Пире  геройсем хавас пулнăнах туйăнать. Эпир ыттисене те çĕр çинчи мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă çынсене асра тытма ыйтатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 декабря 2008
00:00
Поделиться