Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ыррине унран вĕренетпĕр

2008 çул - Ырă ĕçсен çулталăкĕ. Çавна май ытларах та ытларах ырă ĕçсем тăвас килет, ырă та сăпай, пултаруллă çынсем çинчен калаçас килет.

Пирĕн Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев чăваш ачисем валли çырса хăварнă ÿкĕтĕнче çапла каланă: «Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман: мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш».

Чăнах та, И.Я.Яковлев çырса хăварнине пурнăçласа пырать тейĕн Вăрнар районĕнчи Çĕн Кипек ялĕнче пурăнакан Елизавета Степановна. Ялта ăна пурте  Лиза акка тесе чĕнеççĕ.

Вăл кĕçех 77 çул тултарать. Анчах та çак çулсенче вăл кама та пулин усал тунă-ши; Çук пулĕ. Вăл ырă пулни ун калаçăвĕнчен курăнать.

- Эй, ачамсем, чулпа перекене çăкăрпа перĕр, - тесе вĕрентет Лиза кинемей ачисемпе мăнукĕсене.

Çак сăмахсене тĕпе хурса пурăнать те ĕнтĕ ватă. Çулĕсене кура мар йĕрĕ вăл: утă çулать, ĕне сăвать, хур-кăвакал пăхать, ачисемпе мăнукĕсене ăс парать.

Хăйне кÿрентернине вăл çынна систермесĕр ирттерсе яма тăрăшать, тăшмана та ырăпа тавăрма пултарать. Ăçтан вăйĕ çитет-ши унăн; Шутласан тĕлĕнсе каймалла.

Пурне те ырă тума тăрăшать Лиза аппа: куршисене утă-улăм типĕтнĕ çĕрте пулăшма вăхăт тупать, выльăх-чĕрлĕхне те асăрхать, ачи-пăчине те чир-чĕр çыпăçасран пăхса тăрать. Ăна пурте шанса чĕрери вăрттăн туйăмсене каласа пама пултараççĕ. Пурне те ăнланать вăл, йăпатма пĕлет.

Лиза аппа - хăйне май тухтăр. Тĕрлĕ чир-чĕртен сыватма пултарать вăл. Çынсен хул-çурăм ыратать-и, ал-ура сурать-и - пурте ун патне васкаççĕ. Лиза аппан вара пурне валли  те вăхăт тупăнать. Пĕрне вăл сиплĕ курăк парса ярать, теприне хăй хатĕрленĕ эмелпе тивĕçтерет. Е тата  виççĕмĕшне ăшă сăмахпа йăпатать.

Хăйĕн ачисене те лайăх çынсем пулма вĕрентсе ÿстернĕ Лиза аппа. Ахальтен-и, унăн тăхăр ачинчен пиллĕкĕшĕ аслă пĕлÿ илсе тĕрлĕ шкулсенче ачасенче тарăн пĕлÿ параççĕ.

- Хăвăра хăвăр ан мухтăр, сире çынсем мухтаччăр, - çапла вĕрентнĕ вăл ывăл-хĕрĕсене. Çак сăмахсенех вăл халĕ хăйĕн юратнă мăнукĕсене калать, вĕсене те ырă çынсем пулма вĕрентет. Мăнукĕсем те аслă пĕлÿ илнĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе халăхшăн усăллă ĕç тăваççĕ. Вĕсем хушшинче тухтăрсем те, строительсем те, экономистсем те пур. Çапла ырă çимĕçрен ырă вăрлăх пулать çав.  Елизавета Степановна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, Ача амăшĕн медальне илме тивĕç пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче тылра ĕçленĕшĕн те медальсене тивĕçнĕ. Вĕсемшĕн те мухтанса пуçа каçăртса çÿрес йăла çук Лиза аппан. Хуйхине те чылай курнă ĕнтĕ çак ват çын: мăшăрĕпе икĕ ачине çухатнă.

- Пирĕн анне - пĕрре, эпир унпа мухтанатпăр. Ун пекки урăх никам та çук. вăл пур чухне пире нимле инкек те хăратмасть, мĕншĕн тесен эпир пĕлетпĕр - пирĕн аннере шанчăк пур. Вăл пире пулăшатех, инкекрен хăтарса хăваратех, - тет кĕçĕн хĕрĕ Нина Петровна, шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен. Чăннипех те мухтава тивĕç çак ырă çын. Пирĕн, çамрăксен, Елизавета Степановнаран вĕренсе пымалли темĕн чухлех. Ун пекех ырă çын пулса ырă ĕçсем тăвас килет пирĕн те. Лиза аппана пăхса эпир те ялта Тимур команди йĕркелерĕмĕр.

Пирĕн ял пысăках мар, апла пулин те унта ватăсем кашни килĕрех. Вĕсем пурте тенĕ пекех пулăшу кĕтсе тăраççĕ: е  шыв кÿрсе килмелле, е вутă çурса тирпейлемелле, е кил-çуртра тасатмалла. Тепре чухне çĕр чавса паратпăр, кĕркунне пахчари пан улмисене пуçтаратпăр. Ватă çыншăн пан улми пуçтарасси те тем пекех йывăр ĕç шутланать. Пирĕншĕн вара, ачасемшĕн, ку вăл вăйă çеç. Çак ĕçсене тума пулăшатпăр та эпир ватăсене. Е тата вĕсене ăшшăн сăмах хушни те  тем пекех пысăк пулăшу. Ăшă сăмах хушма çеç ÿркенмелле мар. Вăл темĕнле эмелрен те сиплĕрех. Асаттесемпе асаннесемшĕн вара пушшех те. Юлашкинчен манăн хам çырнă сăвă  йĕркисемпе пĕтĕмлетес килет:

Ачасем, сире чĕнетĕп

Часрах ырă ĕç тума.

Е шкулта, е урамра

Туслă пулăр юлташпа.

 

Ырă пулăр пур çынпа:

Ваттипе, çамрăккипе.

Ан ÿркенĕр ял-йышпа

Пĕрле туслăн пурăнма.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 декабря 2008
00:00
Поделиться
;