Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ЙЫВĂР ЧИРЛИСЕНЕ ПУЛĂШАР

Малти Ишекри шкул ачисем Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Васильевич Федоровăн «Ырă ĕçсен çулталăкĕ» Указне пурнăçа кĕртес тесе хастар ĕçлерĕç. Шкулта «Лейкомипе тата ытти йывăр чирлекенсене пулăшар» ыр кăмăллăх  акцине ирттерчĕç.

Ку юхăма пуçараканĕ шкулти Парламент пулчĕ. Ун йышăнăвне вĕрентекенсем те ырларĕç. Кĕçĕн классем те, аслисем те хастар хутшăнчĕç унта. Кашни ача май килнĕ таран укçа илсе килсе пачĕ. Пĕтĕмпе 1000 тенкĕ пуçтарăнчĕ. Укçи те мар, ачасем хăйсен кăмăлне кăтартни хаклă пулчĕ. Ку суммăна Чăваш Республикинче онкогематологи чирĕпе чирлекен ачасен ыр кăмăллăх юхăм счетне хывнă.

Хăш-пĕр ачасем вара, хăйсем те япăхрах е нумай ачаллă çемьерен пулсан та (укçи-тенки, тен, хăйсене те çитсех пымасть пулĕ), май килнĕ таран укçине йăтса килчĕç. Уйрăммăн вара шкулти учетра тата районти çула çитмен ачасен инспекцийĕнче тăракан ачасем çинчен каласа хăварас килет. Вĕсем çын хуйхине ăнланса çак ырă ĕçрен пăрăнмарĕç, хăйсен чун ыратăвне, кăмăлĕсем уç пулнине палăртма пултарчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 декабря 2008
00:00
Поделиться
;