Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывлăх волонтерĕсем

Камсем-ха вĕсем волонтерсем; Камсене пĕрлештерет ку юхăм; Çак тата ытти ыйтусене Аçăмçырми шкулĕнче вĕренекенсем туллин хуравлама пултараççĕ - ку тĕлĕшпе  вĕсем  пĕлтĕр сахал мар опыт пухрĕç. Чи малтанах районти диагностика центрĕ йĕркеленĕ семинарта вĕренÿре пулчĕç. Каярахпа, волонтерсен ушкăнĕсем хушшинче ирттернĕ «Эпир -  сывă пурнăç йĕркишĕн» районти конкурсра пĕрремĕш вырăн  йышăнса, республика фестивальне хутшăнма тивĕçрĕç. Аçăмçырмисен волонтерсене хатĕрлемелли «Пирĕн суйлав» программăна унта пысăк хак панă.

Кăçал, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче, волонтерсен ушкăнĕ «Эпĕ, эсĕ, вăл: эпир - сывă çĕршыв!» республика проектне хамăр шкулта пурнăçа кĕртессипе ĕçлеме тытăнчĕ. Вĕсем хăйсем  умне лартнă тĕллевсене туллин «парăнтарчĕç» теес килет. Волонтерсем ачасем сиенлĕ йăласемпе туслашассине асăрхаттарас тесе профилактика мероприятийĕсем, тренингсемпе вăйăсем, спорт ăмăртăвĕсемпе эстафетăсем ирттерчĕç, уявсем йĕркелерĕç тата  ытти те. Ку вĕрентÿ çулĕнче вара тĕллевсем татах та  пысăк: волонтерсен йышне ÿстересси, сывлăх темипе акцисем  ирттересси, буклетсемпе памяткăсем, сĕнÿсем хатĕрлесси...

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче, аçăмçырмисем, акă, чĕлĕм туртассине хирĕçле Пĕтĕм тĕнчери кун тĕлне ирттернĕ республика форумĕнче палăрчĕç, вĕсене «Сывлăх тата аталану» номинацире республикăри  чи лайăх сывлăх ушкăнĕ тесе йышăнчĕç.

Чи активлă волонтерсем - Настя Наумова, Тимур Мордов, Андрей Алексеев, Максим Иванов, Наташа Малышкина, Сергей Краснов. Занятисене вĕсемпе В.Михайлова социаллă педагог  ирттерет, программăсене Л.Семенова аслă вожатăй хатĕрлет.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 декабря 2008
00:00
Поделиться
;