Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сулмаклă, тĕреклĕ утăмсемпе

Çут çанталăкăн юлашки уйăхĕ вĕçленсе пырать. Умра - Чăваш енри çĕр ĕçченне халалланă 2009 çул. Мĕнле кĕтсе илеççĕ ăна «Мураты» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем; Çитес çулхи тĕллевĕсем еплерех вĕсен;

Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенешкел, çăкаллă-явăшсем уй-хир ĕçĕсене лайăх кăтартусемпе вĕçленине иртнĕ кунсенче ялти клубра савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетрĕç.

- Тăпра пулăхне лайăхлатнипе, минераллă удобренисене ытларах хывнипе, пысăк тухăç паракан сортсене акнипе, çĕр ĕç культурине çĕнетнипе, уй-хир ĕçĕсене агротехника хушнă пек çÿллĕ шайра туса пынипе кăçал эпир кашни гектартан 31,2 центнер тĕш тырă, 300 центнера яхăн çĕр улми туса илтĕмĕр, - çĕр ĕçченне хакламалли цифрăсене илсе кăтартрĕ хуçалăх ертÿçи Геннадий Петрович Спиридонов.

Уй-хир пуянлăхне алла илнĕ çĕрте техникăпа ĕçлекенсен тÿпи пысăк. Т.Михайлов, В.Волков, М.Владимиров, П.Краснов механизаторсемпе О.Петров, А.Федоров, С.Петров водительсем уй-хир ĕçĕсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа вĕçлес тесе нумай вăй хучĕç.

Çĕр ĕçченĕсем уй-хир тупăшне ÿстерес енĕпе кăçал чăннипех сулмаклă, тĕреклĕ утăмсем турĕç, çитес çул валли те çирĕп никĕс хывса хăварчĕç. Çуракинче акма 1030 центнер вăрлăх кирлĕ пулсан, ăна 1240 центнер таранах хатĕрлесе хучĕç. Пур йышши вăрлăх 100 проценчĕпех кондициллĕ. Кĕр тыррисем пур лаптăксем çинче те лайăх шăтса тухрĕç. Механизаторсем ял хуçалăх техникине халех юсав линейки çине вырнаçтарса лартрĕç.

Савăнăçлă пухура хуçалăх ертÿçи уй-хир ĕçĕсене ырă енĕпе палăртнипе пĕрлех, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе тунă пирвайхи утăмсем пирки те чарăнса тăчĕ. Уйкас Явăшра çĕкленекен сĕт-çу ферминче ăратлă ĕнесен шучĕ 93 пуçа çитрĕ. Иртнĕ 10 уйăхра дояркăсем кашни ĕнерен 4966-шар килограмм сĕт сурĕç. Хуçалăх сухалакан кашни 100 гектар çĕр пуçне 197,7 центнер сĕт туса илчĕ. Аш-какай илессипе те çăкаллă-явăшсем кăçал палăрмаллах ÿсĕм турĕç, кашни 100 гектар çĕр пуçне 14 центнер аш туса илме пултарчĕç. Ку вăл пĕлтĕрхинчен виçĕ хут нумайрах!

Çакна палăртса хăварма кăмăллă: çăкаллă-явăшсем выльăх-чĕрлĕх отрасльне промышленноç никĕсĕ çинче аталантарса пырассине çитес çулта татах та вăйлатĕç, фермăсенчи выльăхсен йышĕпе вĕсен продуктивлăхне ÿстерес енĕпе те сулмаклă утăмсем тăвĕç.

- Пирĕн ял-йыш Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров çитес çула «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ» тесе йышăннă Указне хапăлласа йышăнчĕ. Эпир, çывхарса килекен çула лайăх кăтартусемпе кĕтсе илнипе пĕрлех, «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче»те утăмсене тата сулмаклăрах, тĕреклĕрех туса пырăпăр, - терĕ хуçалăх ертÿçи Г.Спиридонов.

Савăнăçлă пухура мала тухнисене укçан премисем парса хавхалантарчĕç. Юлашкинчен чăвашсен юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем концерт кăтартрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 декабря 2008
00:00
Поделиться
;