Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Талантсем шыратпăр!

Çак ятпа районта иртекен конкурса музыка инструменчĕсемпе ăста вылякан, юрлас-ташлассипе аталаннă çынсене тупса палăртас тĕллевпе пуçарнă.

Конкурса пĕччен юрлакансем те, дуэтсем те, хор та, ташă ушкăнĕсем те, халăх инструменчĕсемпе калакан-вылякансем те, творчество интеллигенцийĕ те хутшăнма пултараççĕ. Кирек хăш ÿсĕмри çынна та  хапăллаççĕ. Номерсене Çĕнĕ çул е урăх темăпа суйласа илме пулать.

Суйлав турĕ декабрĕн 24-мĕшĕнче поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче иртет. 10 сехетре пуçланать. Чи лайăх номерсене декабрĕн 26-мĕшĕнче пулакан Çĕнĕ çул концерчĕ валли суйласа илĕç.

«Талантсем шыратпăр!» конкурса хатĕрленсе ирттерессипе вуникĕ çынран тăракан оргкомитет çирĕплетнĕ, ертÿçи - район пуçлăхĕн заместителĕ - йĕркелÿ, кадрсемпе ĕçлекен тата юридици службин уйрăмĕн пуçлăхĕ Николай Петров. Жюри йышĕнче район администрацийĕн пай пуçлăхĕсен çумĕсем, культура  элити.

Конкурса хутшăнăр - пултарулăх кăтартăр!



"Çĕнтерÿ çуле"
10 декабря 2008
00:00
Поделиться
;