Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ялан пулăшма хатĕр

Ĕç çынна илем кÿрет теççĕ, мĕншĕн тесен вăл - этем вăй-халĕн, пуянлăхĕн, телейĕн вĕресе тăракан таса çăлкуçĕ, пурнăç тыткăчи. Çамрăк ăрăва ĕçе-хĕле тивĕçлипе хаклама вĕрентесси, ĕçе хăнăхтарасси - аслисен тивĕçĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра ача-пăча çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. «Пĕр ури – сăпкара, тепĕр ури - акара» - тенĕ арçын ачасем пирки. Хĕрачасен те  ĕçĕ çителĕклĕ пулнă, арлама, çыхма, тĕрлеме тата ытти ĕçсене тума хăнăхса пынă.

Хапăсри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсене çирĕп пĕлÿ парасси кăна мар, кĕçĕн классенчех ĕçе явăçтарасси те тĕп вырăнта тăрать. 2008 çула Чăваш Республикин Президенчĕ Н,В.Федоров Указĕ тăрăх «Ырă ĕçсен çулталăкĕ» тесе йышăннă. Çак Указ тăрăх шкулти кашни класрах «Пирĕн ырă ĕçсем» проект çырса хатĕрлерĕç. Ăна  пурнăçа кĕртес тесе вĕрентекенсемпе вĕренекенсем ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама  тăрăшаççĕ. Вĕсем ялти ватă çынсене шефла пулăшу пама та ÿркенмеççĕ.

Çиччĕмĕш класра вĕренекенсемпе Оксана Владимировна Жебелевская класс ертÿçи пирки ырă сăмах кăна каламалла. Вĕсем вĕренÿпе ĕçре кăна мар, кулленхи пурнăçри хутшăнусенче те хăйсене сăпайлă та тирпейлĕ тытма трăшаççĕ. Çиччĕмĕшсем Хапăсра пурăнакан Анфиса Александровна Васильева патне кулленех çÿреççĕ. Ăна анкарти ĕçĕсенче, пÿрт ăш-чиккипе кил-тĕрĕшре вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ. Час-часах лавккаран тĕрлĕ таварсем кÿрсе параççĕ. Çуллахи вăхăтра кил-çурт таврашне çÿп-çапран, хĕлле вара юртан тасатсах тăраççĕ çамрăк пулăшакансем. Каникул вăхăтĕнче те ачасем Анфиса Александровна патне тăтăшах çÿреççĕ. Ватă çын вĕсемпе питĕ кăмăллă. Çамрăксене вашават пулнăшăн, ĕçрен пăрăнманшăн тав сăмахĕ каласа ырлăх-сывлăхпа телей, ăнăçу сунать.

Оксана Владимировна Жебелевская йĕркелесе пынипе вĕренекенсем вырăнти ял поселенийĕпе те тачă çыхăну  тытаççĕ, йывăç лартаççĕ, экологи субботникĕсемпе спорт мероприятийĕсене хутшăнаççĕ, ялта пурăнакансем валли ирттерекен уявсенче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Нумаях  пулмасть Упнер ял поселенийĕ вĕсене Мухтав грамоти парса чысларĕ.

«Ыр ут пуласси тихаран паллă, ыр çын пуласси - ачаран» - тенĕ. Ырă ят илме ыр ĕç кирлĕ, ыр ĕç тума ыр ăс кирлĕ, ыр ăс пулма ыр чун кирлĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса пурнăçлама хăнăхсан, йывăр ĕçе çăмăллăн тума вĕренсен пурнăçра çăмăл пулассине  вĕренекенсем лайăх ăнланаççĕ. Вĕсем лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме кирек хăш вăхăтра та хатĕр.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 декабря 2008
00:00
Поделиться
;