Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Яланах анне пултăр...

Аннесен кунне уявлама Калининăри вăтам шкулта 2-3 классенче вĕренекенсен амăшĕсем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсене уява кĕтсе, ачасем тăрăшса хатĕрленчĕç: вĕрентекенĕсемпе пĕрле (М.В.Матвеева, А.В.Васильева) ĕç урокĕсенче парнесем ăсталарĕç, кăранташ-сăрăпа усă курса чи хаклă çыннисен портречĕсене ÿкерсе курав йĕркелерĕç. Уявра вара чи ăшă сăмахсем тата чи çепĕç юрăсем янăрарĕç. 3-мĕш класри Анжела Филиппова çырнă сăвă амăшĕсене уйрăмах кăмăла кайрĕ, 2-мĕш класра вĕренекенсем ташлакан «Чăваш ташши» те вĕсемшĕн парне пулчĕ. Пухăннă амăшĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса ăмăртрĕç, хăйсен çаврăнăçулăхĕпе, тавçăрулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Уйрăмах пултаруллă амăшĕсем - А.Н.Константинова, Н.Н.Степанова, И.М.Иванова, Е.И.Романова, М.А.Васильева, Т.И.Иванова, Л.Антонова - парнесене тивĕçрĕç.

Уяв пурне те кăмăла  кайрĕ. Юлашкинчен ачасемпе амăшĕсем пĕрле «Яланах хĕвел пултăр» юрра юрларĕç. Тен çавăнпах, тÿпере нумайранпа курăнман хĕвел те йăл кулса ячĕ. «Яланах хĕвел пултăр,

                                                        Яланах анне пултăр,

                                                        Яланах мир пултăр!» -

«юрларĕ» хĕвел те ачасемпе пĕрле. Çавăн пек  яланах пуласса шансах тăрас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 декабря 2008
00:00
Поделиться
;