Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çак тĕллевпе 19,8 миллиарда яхăн укçа уйăраççĕ

Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров республикăн тĕллевлĕ «Чăваш Республикинче пурăнакансене 2009-2020 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» программи çинчен калакан указа алă пуснă.

Программа мероприятийĕсене 3 тапхăрпа пурнăçлама палăртнă:

I тапхăр - 2009-2012 çулсем:

шывпа тивĕçтермелли объектсене туса пĕтересси: Кире поселокĕнчи водовод, хула йышши Буинск поселокĕн, Шăмăршă ялĕн тата Йĕпреç, Çĕмĕрле, Пăрачкав районĕсенчи ялсен пĕр пайĕн водовод сечĕ*

Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тата Вăрнар районĕсенчи водоводсен строительстви*

хула йышши Вăрмар поселокĕнчи, Патăрьел, Калинино, Шăмăршă, Елчĕк ялĕсенчи, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Куславкка, Çĕрпÿ хулисенчи йăлари канализаци каяшĕсене тасатмалли системăсен строительствине вĕçлесси тата реконструкцилесси.

II тапхăр - 2013-2015 çулсем:

Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Вăрнар тата Пăрачкав районĕсенчи 500 километр ытла тăршшĕ водоводсен строительствине вĕçлесси*

ялсен вырăнти шывпа тивĕçтермелли системисен строительстви тата реконструкцийĕ*

хуласен тата хула йышши поселоксен шывпа тивĕçтермелли системисен, урамсенчи водопровод сечĕсен строительстви тата реконструкцийĕ*

ялсемпе хуласен йăлари канализаци каяшĕсене тасатмалли системисен строительстви тата реконструкцийĕ.

Программăн I тата II тапхăрĕсен мероприятийĕсене пурнăçлани 2015 çул вĕçленнĕ тĕле 152 ялта пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерме май  парать. Çав шутра:

Патăрьел, Шăмăршă районĕсен тата Комсомольски районĕн кăнтăр енчи пайĕн водовочĕ - 84 яла (61849 çын)*

Вăрнарти водовод - 38 яла (28291 çын)*

Пăрачкаври водовод - 24 яла (12329 çын)*

Йĕпреçри водовод - 6 яла (11700 çын).

III тапхăр - 2016-2020 çулсем:

централизациленĕ майпа шывпа тивĕçтерекен ялсен тÿпине 53,8 процентран 73,7 процент таран ÿстересси*

Чăваш Республикинчи 9 хулана шывпа тивĕçтермелли системăсене реконструкцилесси*

Чăваш Республикинчи 23 ялпа хулари йăлари канализаци каяшĕсене тасатмалли сооруженисене тата канализаци сечĕсене тăвасси тата реконструкцилесси. Çав шутра - 17 ял.

Программăна пурнăçлама Чăваш Республикин бюджетĕнчен 19 млрд. та 777 млн. та 714 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 декабря 2008
00:00
Поделиться
;