Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç тÿлевĕшĕн ертÿçĕ яваплă

Вăрнар район прокуратури предприятисемпе-организацисенче ĕçлекенсен ĕç тÿлевĕн прависемпе çыхăннă саккунсене пăхăннине çирĕп тĕрĕслесе тăрать. РФ Ĕç кодексĕн 133-мĕш статйинче тата «Ĕç тÿлевĕн чи пĕчĕк виçи çинчен» федераллă саккунăн 2-мĕш статйинче палăртнă тăрăх, уйăхра ĕç вăхăчĕн тата ĕçĕн нормисене тултарнă çыннăн ĕç укçи тÿлевĕн чи пĕчĕк виçинчен сахал пулма пултараймасть.

Кăçалхи июнĕн 24-мĕшĕнче йышăннă федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕç тÿлевĕн уйăхри чи пĕчĕк виçи 4330 тенкĕпе танлашĕ.

РФ Ĕç кодексĕн 22-мĕш статйинче ĕç укçине туллин тÿлессишĕн ĕç паракан яваплине палăртнă. Çавна май Вăрнар район прокуратури районти  пысăк организацисемпе предприятисен ертÿçисем ячĕпе - ĕç саккунлăхне пăсни пулмалла марри çинчен асăрхаттарусем, район администраци пуçлăхĕ ячĕпе информаци янă.

Ĕçлекенсен прависене хÿтĕлесси - прокуратура ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕсенчен пĕри. Енчен те ĕç тÿлевĕ тĕлĕшпе сирĕн правăна хĕсĕрленĕ пулсан, район прокуратурине килме сĕнетпĕр. Пирĕн адрес: Вăрнар поселокĕ, Ленин урамĕ, 75-мĕш çурт, телефон номерĕ: 2-11-52.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 декабря 2008
00:00
Поделиться
;