Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асанне

Манăн асаннене Юлия Филипповна тесе чĕнеççĕ. Вăл Хăмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Асаттепе иккĕшĕ виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Асатте утмăл çула çитсен вилнĕ. Халĕ асанне кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать. Унăн 11 мăнук.

Эпĕ асанне патне час-часах каятăп. Асанне пĕçернĕ кăмака яшкине юрататăп. Тата  вăл ĕлĕкхи пурнăç çинчен каласа пани маншăн кăсăк.

Кăçалхи авăн уйăхĕнче асанне çитмĕл çул тултарчĕ. Асанне патне ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕсемпе кĕрĕвĕсем, мăнукĕсем çуралнă кунĕпе саламлама пухăнчĕç. Уяв кĕрекинче пурте пухăнса çитсен асанне хăй юратакан чăваш юррине юрласа пачĕ.

Асанне çитмĕл çулта пулин те выльăх-чĕрлĕх тытать. Пахчара çирĕп йĕрке: çум çумлать, утă çулать. Маттур хĕрарăм. Хулара пурăнакан ачисемпе мăнукĕсем валли çăм арласа ăшă алсиш-нуски çыхать.

Асаннене юрататăп, унпа мухтанатăп. Вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатăп.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 декабря 2008
00:00
Поделиться
;