Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Икĕ союз пĕрлешесси пирки хальлĕхе сăмах çук.

Иртсе каякан çулăн çитĕнĕвĕсем йышне 1991 çултанпа хирĕçÿллĕ пулнă писательсен республикăри икĕ союзĕ пĕрлешсе ĕçлеме пуçланине те кĕртмелле пулĕ.

Икĕ организаци - çĕршывĕпех мĕн те пулин арканнă вăхăтсен йĕрĕ. Пайлануран РСФСР Писательсен союзĕ те, регионти пĕрлешÿсем те пăрăнаймарĕç. Юхма Мишши тата Иван Вутлан председательсен (пĕрремĕшĕ - ЧР Писательсен союзĕн, иккĕмĕшĕ Чăваш енĕн профессилле писательсен союзĕн ертÿçисем) сăмахĕсенчен, республикăра икĕ организаци йĕркеленни  - кивĕ союзăн политикипе тата ĕçĕпе килĕшменни. Пĕрлешÿсем хушшинче хирĕçтăру валли сăлтавĕ малтанах пулнă темелле, анчах вăл ытларах чухне пĕр-пĕрин хушшинчи ăнланусăрлăхпа çыхăннă. Чиновниксем  пĕрешкел хута кĕрсе пулăшманни те хирĕçĕве тарăнлатнă. «Енчен те пĕр-пĕр обществăна уйăрмасан, иккĕшĕнпе те пĕр тан правасемпе ĕçлесен нимĕнле хирĕçтăру та пулмасть, пирĕн нимĕн пайламалли те çук, эпир республикăри культурăна аталантарас тĕллевлĕ»,- ăнлантараççĕ паллă çыру ăстисем. Культура министерстви уйăрнă укçа-тенкĕпе пĕрле усă курма сĕнсен çуралнă та диалог. Кăтартăвĕ вара - пĕрлехи мероприятисем. Ноябрĕн 28-мĕшĕнче акă Мускаври М.Шолохов ячĕллĕ тĕп библиотекăра «Нарспи» поэма 100 çул тултарнине халалласа чăваш литературин уявĕ иртрĕ. Кунашкаллине Ульяновск облаçĕнче те ирттерме палăртнă. Пĕрлехи чи пысăк проект вара - декабрĕн 12-мĕшĕнче пулакан Чăваш ен çамрăк  писателĕсен форумĕ.

«Тĕрĕссипе каласан, эпир кăçалхи апрель уйăхĕнчех пĕрлешсе ĕçлеме тытăннă,- пĕлтереççĕ Михаил Николаевичпа Иван Дмитриевич. - Министерство сĕнĕвĕччен темиçе уйăх маларах пĕрле кĕнекесен презентацине, тин çырма пуçланă писательсем валли мастер-классем йĕркелерĕмĕр. Пĕрлешсе ĕçленин çимĕçĕ те пахарах. Халăхра ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: пĕр ăс лайăх, иккĕ тата лайăхрах». Çавăнпа «çамрăк хунавсемпе» ĕçлессине малалла та тăсасшăн, вĕсене хÿтĕлесшĕн, çĕнĕ кĕнекесем кăларма пулăшасшăн. Писательсен икĕ организацине  пĕрлешме тахçан çулсерен тухса тăнă «Çеçпĕл çеçкисем» альманах евĕр пĕрлехи пичет органне туса хуни тата кăларма тытăнни, çавăн пекех «Поэзии антологийĕпе» таччăн ĕçлени те пулăшĕ.

Икĕ союз пĕрлешесси пирки хальлĕхе сăмах çук. Анчах ку чăннипех пулма пултарать тесе шутлаççĕ Председательсем иккĕшĕ те. Писательсем яланах çынра çынлăха йĕркеленĕ, енчен те икĕ организацин творчествăлла вăйĕсене пĕрлештерсен, тата лайăхрах пулĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 декабря 2008
00:00
Поделиться
;