Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йĕркелĕхе - кулленхи тимлĕх

Ялсен сăн-сăпачĕ, илемлĕхĕпе тирпейлĕхĕ, çемьесен тăнăç пурнăçĕ, çирĕплĕхĕпе йĕркелĕхĕ - çакă йăлтах вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем мĕнле ĕçлесе пынинчен килет. Кун йĕркинчи ыйтусем çине хурав илес тесе, хăш-пĕр ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулса калаçрăмăр.

 

С.ДЕРГАЧЕВА, Мăн Явăш ял поселенийĕн пуçлăхĕ:

- Пирĕн ял поселенийĕн территорийĕнче право йĕркине пăсакансен шучĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах чакрĕ. Темиçе çул каялла Мăн Явăшра çын вĕлернĕ тĕслĕхсем те пулнăччĕ. Халĕ ялсенче хăрушă преступлени тăвакансем çук. Ырă тĕслĕхе уйрăммăн палăртса хăварас килет. Вĕрентÿ, сывлăх, культура учрежденийĕсен ертÿçисене тата обществăлла организацисене ертсе пыракансене хамăр ушкăна явăçтарни паха çимĕç пачĕ. Сăмахран, вăтам шкул директорĕ С.Ильин пирĕнпе тачă çыхăну тытать, йĕркелĕхе çирĕплетес тĕлĕшпе пулăшу парсах тăрать.

Е.Михайлова фельдшер та ялсенче çирĕп йĕрке тăвассишĕн, тасалăхпа тирпейлĕхе çÿллĕ шая çĕклессишĕн пире куллен пулăшать.

Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Н.Андреева, ялти хĕрарăмсен советне ертсе пынă май, çемье çирĕплĕхне лайăхлатас, вĕсенчи харкашусене пĕтерес енĕпе культура çуртĕнче тĕрлĕрен мероприятисем ирттет. Кăçал тĕрлĕ çулти çемье мăшăрĕсен тĕлпулăвне йĕркелерĕ. Вăл питĕ кăсăклă, асра юлмалла иртрĕ. Нина Андреева, ватлăхри канăва тухнă çемье тыткăчисенчен пуçласа тин çеç пĕрлешнĕ çамрăк мăшăрсем таранах виçесĕр савăнăçпа телей кÿме пултарчĕ. Акă ăçта вĕсем право йĕркине пăсакансене чарса лартмалли усăллă мелсем!

 

П.КРАСНОВ, Çавалкас ял поселенийĕн пуçлăхĕ:

- Вăрă-хурахсен çулне пÿлнĕ чухне милиципе вырăнти хăйтытăмлăх органĕ ура çине тăни пурне те паллă. Сăмах кунта çак ĕçе пĕтĕм ял-йыша явăçтарасси пирки пырать. Шутлăр-ха хăвăрах: ял поселенийĕнче 379 хуçалăх, вĕсенче 884 çын пурăнать. Кунсăр пуçне ку тăрăхра вĕрентÿ, сывлăх, культура, суту-илÿ учрежденийĕсем, ваттисен çурчĕ, почта уйрăмĕ, ача сачĕ, ветеринари участокĕ тата Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ вырнаçнă. Пысăк йыша куллен сăнаса тăма, çынсене лайăх пурăнма, канма тивĕçлĕ майсем туса пама, право йĕркине пăсакансене хирĕç кĕрешме çăмăл мар. Халĕ ял поселенийĕнче преступлени тăвакансем çукпа пĕрех. Хăш-пĕр чухне ĕçкĕпе алхасма хăтланакан çемьесем тупăнкалаççĕ, анчах унашкаллисене çийĕнчех асăрхаттарса, тĕрĕс çул çине тăрататпăр.

 

В.ВЕРЕНДЕЕВ, Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн пуçлăхĕ:

- Обществăлла йĕркелĕхе халăхпа пĕрле çирĕплетсе пымасăр вăл е ку преступленирен хăтăлма хĕн. Пире аякран килсе никам та хÿтĕлесе, асăрхаса, пулăшса тăраймĕ. Хамăр пурлăха хамăрах сыхлама тивĕçлĕ, сăтăрçисене те пирĕннех йĕркене хăнăхтармалла.

Паянхи пурнăç йывăрлăхĕ преступлени тăвакансене яка çул сарса пачĕ тейĕн. Çынсем ытларах ĕçкĕ енне сулăнчĕç, ĕçрен писме тытăнчĕç. Хăйтытăмлăх органне кĕрекен 8 ялта кашнинчех ĕçе хутшăнман вăйпитти çынсем чылаййăн. Çамрăксем те ĕçе вырнаçасшăн мар.

Ĕçкĕ-çикĕпе аташакансемпе, хулиганла ĕçсем тăвакансемпе вирлĕрех кĕрешес тесе, ятарласа комисси йĕркелерĕмĕр, профилактика ĕçĕсене туса пыма пултаруллă çынсене уйăрса лартрăмăр. Кĕçĕн Кипекри тата Туçи Çармăсри шкулсенчи учительсен коллективĕсене обществăлла вырăнсенчи йĕркелĕхе сăнаса тăрас ĕçе кÿлĕнтертĕмĕр. Куратăр ĕнтĕ, пирĕн тĕллевсем паллă, курăмлă, вĕсене пурнăçа кĕртсе пырасси çеç юлать.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 декабря 2008
00:00
Поделиться
;