Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

КАДЕТСЕН БАЛĔНЧЕ

Декабрĕн 6-мĕшĕнче пирĕн республикăра пысăк событи пулса иртрĕ - кадет класĕсен «Георгиевский бал» бал ташшисен республикăри иккĕмĕш конкурсне Раççей çар мухтавĕн кунне халалларĕç.

Эпир, Калининăри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем, çак мероприятие тахçантанпах тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Вальс композицине вĕрентĕмĕр, конкурса хутшăнтăмăр.

Балра чылай хăна пулчĕ, вăл шутра - çар çыннисем, ашшĕ-амăшĕсем, ертÿçĕсем, обществăлла организаци представителĕсем. «Георгиевский бала» О.В.Савчукпа А.В.Смирнова уçрĕç. Вăл гранд-маршран пуçланчĕ, унта кадетсем çеç мар, класс руководителĕсемпе наставниксем те хутшăнчĕç. Асра юлакан самант! Бал ташшисен конкурсне хутшăннăшăн эпир Диплома тивĕçрĕмĕр. Ку  пирĕншĕн пысăк чыс.

 

(Калининăри вăтам  шкулти 6-мĕш кадет класĕ)

 

 

Çак кун пирĕншĕн ĕмĕрлĕх асра юлчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча пултарулăх çурчĕ. Календаре каялла, 19-мĕш ĕмĕре, çавăрнă тейĕн. Шукăль  тумлă хĕрсем, вĕсен элегантлă кавалерĕсем. Юмаха лекнĕн туйăнчĕ.

Эпир, Вăрнарти 2-мĕш шкулти 6-мĕш «б» кадет класĕнчи 10 ача, - «Георгиевский бал» участникĕсем. Бала чаплă лару-тăрура уçни, Çĕнĕ Шупашкарти ÿнер шкулĕнче вĕренекенсен кăтартуллă выступленийĕ, гранд-марш вăхăтĕнче кăтартнă бал ташшин - полонезăн - фигурисем...- пĕтĕмпех кăмăла çĕклерĕç.

Пирĕнтен балăн Премьер тата Прима ячĕсене çĕнсе илессишĕн Александра Михайловапа Андрей Зайцев тупăшрĕç. Вĕсем Вена вальсĕпе тата Е.Дог композиторăн «Мой ласковый и нежный зверь» музыки тăрăх çырнă оригиналлă композиципе паллаштарчĕç.

Анастасия Петровапа Максим Никандров, Надежда Ильинапа Екатерина Софронова, Елена Волковапа Игорь Дмитриев, Александра Михайловапа Андрей Зайцев М.Штраус музыки тăрăх çырнă бал композицине кăтартрĕç.

Георгиевский бала эпир пĕрремĕш хут хутшăнтăмăр. Призлă вырăна çĕнсе илеймерĕмĕр пулин те, вĕрентÿлли, асра юлмалли чылай пулчĕ.

 

(Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти 6-мĕш «б» кадет класĕ)



"Çĕнтерÿ çуле"
13 декабря 2008
00:00
Поделиться
;