Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Редактора - ентешлĕх Тавĕ

Куславкка район хаçачĕн тĕп редакторĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентин Константинов журналистикăра чылай çул  ăнăçлă тимленĕшĕн тата ентешлĕхĕн ĕçне активлă хутшăннăшăн «Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕ» обществăлла организацийĕн Тавне тивĕçнĕ. Ăна ентешлĕх правленийĕн  председателĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Н.Кириллов профессор алă пуснă. Ентешĕсем ăна çак кунсенче ЧР Президенчĕ тав тунипе те ăшшăн саламланă.

Хамăр районта çуралса ÿснĕ В.Константинов Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 20 çул ĕнтĕ Куславкка район хаçачĕн редакцийĕн коллективне ертсе пырать. Çав вăхăтрах тăван районпа та çыхăну татмасть, ялти вулакансемпе час-сасах тĕл пулать. Унăн калавĕсем хамăр район хаçатĕнче те тăтăшах пичетленеççĕ. Вулакансем, паллах, унăн «Тăван Атăл» тата «Капкăн» журналсенче тухнă хайлавĕсене те, «Белый дом на белом небе» кĕнекине те аван пĕлеççĕ.

Сăмах май, В.Константиновăн икĕ хĕрĕ те ашшĕн çулĕпе кайнă, полиграфист профессине суйласа илнĕ: асли Мускаври патшалăх пичет университетĕнчен вĕренсе тухнă, кĕçĕнни хальхи вăхăтра ку вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ пухать.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 декабря 2008
00:00
Поделиться
;