Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывлăха упрăр, çирĕплетĕр

«Сывлăх» наци проектне пурнăçа кĕртсе кăçал районта ĕçлекен 815 çынна хушма диспансеризаци витĕр кăлармаллаччĕ. Декабрĕн 5-мĕшĕ тĕлне çак кăтарту планпа палăртнинчен иртсе кайнă: 839 çын хушма диспансеризаци витĕр тухнă.

Тĕрĕслев хыççăн сывлăх мĕнлине кура ĕçлекенсене çак ушкăнсене уйăрнă:

I ушкăн - сыввисем - 166 çын,

II ушкăн - чир-чĕр малалла аталанас хăрушлăх пуррисем - 58-ăн*

III ушкăн - амбулатори условийĕсенче сипленмелли тата диагноза тĕрĕсрех кăтартма тепĕр хут тĕрĕслев витĕр тухмалли граждансем - 597-ĕн*

IV ушкăн - стационар условийĕсенче сипленмеллисем, чир-чĕр шала кайнипе учетра тăраканнисем - 17-ĕн*

V ушкăн - хаклă тата пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ кирлисем - 1 çын.

Хушма диспансеризаци вăхăтĕнче куç (338 çын), эндокрин (281-ĕн) тата юн çаврăнăш  системисен (277-ĕн), шăмăпа мышца системин, çыхăнтаракан тĕртĕмĕн (181-ĕн) чирĕсемпе чирлекенсем ытларах пулнине тупса палăртнă.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх участоксенчи тата пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсем кашни çын валли профилактика мероприятийĕсем ирттерме уйрăм программа хатĕрлеççĕ, сиплев ĕçне палăртаççĕ, шала кайнă чир-чĕрпе аптраканнисене стационар условийĕсенче сăнаççĕ.

Хушма диспансеризаци ирттернĕшĕн  Вăрнар район тĕп больницин расчетла счечĕ çине 564,92 пин тенкĕ куçарнă. Çав суммăпа тăкак материалĕсем, мединструментсем туяннă, диспансеризаци ирттернĕ шур халатлă ĕçченсен шалăвне ÿстернĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 декабря 2008
00:00
Поделиться
;