Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ГЕНЕРАЛ-МАЙОР ПАРНИСЕМШĔН

Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ Раççей Геройĕн, авиаци генерал-майорĕн Николай Федорович Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем çулсерен турнир йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçалхи Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва унăн 55 çулхи юбилейне халалланă.

Çамрăк спортсменсене пысăк хăнасем, вăл шутра Леонид Якубович телеертÿçĕ, Раççей Геройĕ Николай Бударин, паллă кĕрешÿçĕсем т. ыт. те, саламланă.

Раççей спорт мастерĕсен ятне çĕнсе илессишĕн те пыракан кĕрешÿсем çивĕч иртнĕ. Вăрнар хĕрĕсемпе каччисем хальхинче те ята яман. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Лена Сладковапа Пăртасри Женя Колпаков акă хăйсен виçе категорийĕнче кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Денис Павлов (халĕ Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренет), Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студентки Саша Саввина виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чысланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 декабря 2008
00:00
Поделиться
;