Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ПАРКА ИЛЕМЛЕТЕС ĔМĔТЕ - ЧИ ПЫСĂК ХАК

Çывăх çулсенче районти культура çурчĕ çумĕнчи культурăпа кану паркĕ асамлăх тĕнчине çаврăнмалла: йывăçран касса кăларнă чĕрчунсен, юмахсенчи сăнарсен кÿлеписем, эрешлĕ чечек клумбисем...

Паллах, çакă хальлĕхе проектра кăна-ха, анчах ĕçĕн пуçламăшĕ пур. Алăстисемпе чечек ĕрчетекенсен, дизайнерсен конкурсĕ акă çитес çул пуçламăшĕнчех старт илĕ.

Авторĕ - район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Гузелия Харитонова. Нумаях пулмасть вăл çак проектпа регионсем хушшинчи  «Клуб çĕнĕлĕхĕсен лидерĕ» программăн тăваттăмĕш республика тапхăрне хутшăннă. Унăн «Алăпа тунă юмах» çемье канăвĕн территорийĕ» ĕçĕ чи пысăк хака тивĕçнĕ - пултаруллă хĕре пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа тата хаклă парнепе чысланă.

Культурăпа кану паркне хăтлăх кĕртес тĕллевпе конкурса поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕн методисчĕ Аня Васильева та хăйĕн ĕçне тăратнă. «Вăрнарти велосипед хули» проектпа конкурса хутшăннăшăн вăл та Диплома тивĕçнĕ.

***

Культура çурчĕ çумĕнчи кĕçĕн çулхисен театр ушкăнĕ те конкурса хутшăннă. «Каша» юмахпа иккĕмĕш вырăн йышăннă. Галина Васильевна Иванова режиссер вара чи лайăх режиссурăшăн пĕрремĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 декабря 2008
00:00
Поделиться
;