Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

Выльăхсене хĕл каçма апат çителĕклĕ хатĕрлени, кĕтĕве çĕнетессипе тĕллевлĕ тимлени, фермăра тăрăшакансене ĕçлеме лайăх условисем туса пани - сĕт, аш-пăш туса илессине ÿстермелли тĕп çăлкуç. Çакна семинар-канашлăва хутшăннисем те - ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçисем, специалисчĕсем, ветврачсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем - «Родник» агрофирмăн Малти Ишекри тата Айкăшри фермисенче пулнă хыççăн çирĕплетрĕç.

«Родник» агрофирма çичĕ çул каялла йĕркеленнĕ. Любовь Николаевна Горбунова тилхепене яваплăха туйса тытса пыни тÿрех курăнать. «АПК аталанăвĕ» наци проектне хутшăнса хуçалăх 14 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредита тивĕçнĕ. Çак укçапа выльăх витисене çĕнетсе улăштарнă, тухăçлă оборудовани вырнаçтарнă, хăватлă техника туяннă. Семинар-канашлăва хутшăннисем чи малтан Малти Ишекри фермăра пулчĕç. Сĕт туса илмелли, пушмак пăрусене тата пĕрре пăруланă ĕнесене тытмалли, çамрăк выльăхсене ÿстермелли цехсене, 170 пуç ĕне вырнаçнă витене çитсе курчĕç. Любовь Николаевна хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсене 600 пуçа яхăн тытнине пĕлтерчĕ. Тĕллев  пысăк. Сăвакан ĕнесене 300 пуçа çитермелле. Агрофирмăн генеральнăй директорĕ каланă тăрăх, сумалли  зал вырнаçтарнăранпа ĕнесене сăвасси çăмăлланнă. Венера Яковлева, Рената Афанасьева, Лилия Петрова, Валентина Никитина дояркăсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Гендиректор сĕнĕвĕпе агрофирмăра ĕне сунă чух классикăллă юрă-кĕвĕ яраççĕ.

- Илемлĕ юрă этемĕн чĕрине витерет. Анчах выльăхсем те сисĕмсĕр мар. Сумалли зала кĕрсенех юрă илтсе хăлхисене чанк тăратаççĕ, лăпланаççĕ, сĕтне те ытларах антараççĕ. Хитре кĕвĕ-çемĕ янăранипе ытти ĕнесем хăйсене сутарасшăн алăк патне пыраççĕ, - пĕлтерчĕ Лилия  Петрова доярка.

Семинара килнисем хуçалăхăн Айкăшра вырнаçнă фермине те çитсе курчĕç. Кунта аш валли  выльăхсене самăртаççĕ. Витере таса, ăшă.

Семинар-канашлăвăн иккĕмĕш пайĕ Малти Ишекри шкулăн пуху залĕнче иртрĕ. Любовь Николаевна Горбунова сăмах илнĕ май çивĕч ыйту хускатрĕ. Ертÿçĕ хальхи вăхăтра сĕт туса илессипе тимлени тупăш памасть терĕ. Иртнĕ çул сĕт хакĕ 12-13 тенкĕ пулнă пулсан çак тапхăрта продукцие (чи пахалăхлă сортлине) 9 тенкĕ те 50 пуспа  кăна туянаççĕ. Капла  илнĕ кредитшăн мĕнле татăлмалла; Любовь Николаевна патшалăх хресчене пулăшасса шанать. Тепĕр тесен республикăра 2009 çул - Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ. Ял çыннин  ĕçне хаклама пĕлмелле. Экологи енчен таса продукцие шăпах хамăр патра туса илетпĕр-çке.

- Малашне сĕте чи лайăх сортпа сутас пулсан ятарлă  документсем кирлĕ, - пĕлтерчĕ выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Николай Тихонов. - Ертÿçĕсен яваплăха туйса ĕçлемелле. Унсăр сортсăр сĕт тăкак кăна кÿрĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп зоотехникĕ Георгий Романов выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тимлекенсен, уйрăм хушма хуçалăх тытакансен ĕçĕ-хĕлĕ курăмлине пĕлтерчĕ. Кăçалхи вунпĕр уйăхри кăтартусем тăрăх мĕн пур категорири хуçалăхсенче аш-пăш, сĕт туса илесси иртнĕ çулхинчен 6,3 тата 4,7 процент ÿснĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртме чылай хуçалăх хутшăннă. Кредита тивĕçсе фермăсене реконструкциленĕ, сумалли залсем, сĕт пăрăхĕсем вырнаçтарнă, çĕнĕ йышши оборудовани туяннă. Аталану çулĕпе пыни, пурнăç таппинчен юлманни выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре ÿсĕмлĕ тимлеме май парать. Акă 2008 çулхи вунпĕр уйăхра пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан сыснасен тата мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ 2 процент ÿснĕ. Кунта Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, «Агрохмель» агрофирмăн, «Мураты», «Янгорчино», «Победа» кооперативсен тата ытти хуçалăхăн тÿпи пысăк.

Выльăх-чĕрлĕхĕн апат бази çирĕп пултăр тесен техникăна юсавлă тытма пĕлтерĕшлĕ. Райадминистрацин  ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерĕ Вячеслав Никифоров машинăпа трактор паркĕсене пуянлатасси пирки тăрăшма ыйтрĕ.

Пухăннисем умĕнче райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Александр Борисов та тухса калаçрĕ. Вăл хуçалăхсенче акмалли вăрлăхăн 46Š кондицие çитернине пĕлтерчĕ. Шел пулин те «МТС», «Правда» кооперативсенче, «Кольцовка» агрофирмăра çуракине хатĕрленес ĕç япăх пырать.

Семинара район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин вĕçлерĕ, тĕнчери финанспа экономика кризисне пăхмасăр Вăрнар енче пур предприяти те  ĕçленине палăртрĕ. Анатолий Иванович Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕпе саламласа пурне те ырлăх-сывлăх, нумай  вăй-хăват сунчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 декабря 2008
00:00
Поделиться
;