Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ çул чăрăшĕ тавра

Шап-шурă мулкачсем, чее тилĕпе тискер кашкăр, хăйĕн çивĕч йĕпписемпе мухтанакан чĕрĕп, кушаксемпе йытăсем - пурте пĕрле хĕллехи вăрман уçланкине пухăннă тейĕн. Пĕр харăс алăран алă тытăнса сип-симĕс чăрăш тавра çаврăнаççĕ. Савăнăçĕ куç тулли, сăн-пичĕсенче йăл кулă çиçет.

Çук, иккен. Кусем - Çĕнĕ çул чăрăшĕ тавра пуçтарăннă хĕрачасемпе арçын ачасем, уяв тумне тăхăннăскерсем пĕри тепринчен хÿхĕмрех. Çапла, савăнăçлă та асамлă туйăмсемпе кĕтсе илчĕç Çĕнĕ çула Калининăри «Светлячок» ача садĕнчи аслă ушкăна çÿрекенсем. Пире те, ашшĕ-амăшĕсене, ача çулĕнчен тахçанах тухнă пулин те, асамлăха туйса  илме, хăйсемпе пĕрле самантлăха юмах тĕнчине кĕрсе курма май пачĕç.

Мĕн-ха вăл ачасемшĕн уяв; Паллах, илемлĕ сăвăсем, хаваслă юрă-ташă, пултарулăха тата ăсталăха кăтартасси. Аслă ушкăна çÿрекенсем те, И.Матвеева тата И.Медведева воспитательсем пулăшса, хавхалантарса пынипе, çĕнĕ юрăсем, ташăсем вĕреннĕ, сăвăсене хăнасем умĕнче илемлĕ вулама хăнăхнă. Хĕл Мучипе Юрпикене çулталăк тăршшĕпе чăтăмсăррăн кĕтекен ачасем, вĕсем умĕнче намăс курас мар тесе, праçнике тĕплĕн хатĕрленни каламасăрах паллă.

Ача садĕнче тимлекенсем ырми-канми тăрăшнипех кунта уявсем яланах тĕрлĕ енлĕ, пуян программăпа иртеççĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Хÿхĕм чăрăш тавралла юрласа-ташласа савăннипе пĕрлех хĕрачасемпе арçын ачасем патне Юр çынни хăнăна килчĕ, вĕсен пултарулăхне пăхса мухтарĕ, тĕрлĕ ыйтусен хуравĕсене шыраттарса пĕлĕве тĕрĕслерĕ. Чи кĕтнĕ хăнасем вара, ăнланатăр ĕнтĕ, - Хĕл Мучипе Юрипике. Хăйсене маттур кăтартнăшăн кашниех вĕсенчен пылак парнесене тивĕçрĕ.

Çĕнĕ çул уявĕ ачасемшĕн уйрăмах чылайлăха асра юлать. Çавăнпа та воспитательсене ачасене чăн-чăн савăнăç парнеленĕшĕн, вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшнăшăн тав сăмахĕсем калас  килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2009
00:00
Поделиться
;