Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ çул ячĕпе, хисеплĕ туссем

Пурте чăтăмсăррăн кĕтекен, халăхра чи юратнă уяв - Çĕнĕ çул - тинех алăка уçса кĕчĕ. Шкулсемпе ача сачĕсенче те, предприяти-организацисенче те савăнăçлă елкăсем кĕрлесе иртрĕç. Çĕнĕ ĕмĕтпе, шанăçпа, ырă туйăмсемпе 2009-мĕш çула каçрăмăр.

Уяв кунĕсем, паллах, тĕрлĕ интереслĕ, асра юлмалли мероприятисемпе пуян. Йăлана кĕнĕ тăрăх, акă, Çĕнĕ çул умĕн кашнинчех районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин пайĕн вулав залĕнче кĕнекесен илемлĕ куравне йĕркелеççĕ. Ку хутĕнче ăна библиотека ĕçченĕсем «Çĕнĕ çул ячĕпе, хисеплĕ туссем!» ят панă. Илемлĕ, тĕрлĕ тĕслĕ ÿкерчĕклĕ кĕнекесем, алăпа ăсталанă теттесем, гирляндăсем - çакă пĕтĕмпех ачасене илĕртет, уяв асамлăхăне палăртать.

Çĕнĕ çула халалласа ача-пăча литературин пайĕнче çавăн пекех «Пĕтĕмпех - Çĕнĕ çул çинчен» вăйă, «Хĕллехи тупмалли юмахсем», «Хĕл Мучи миçе çулта;» конкурссем ирттернĕ. Ачасем вĕсене хавхаланса хутшăннă, чи маттуррисем парнесене тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2009
00:00
Поделиться
;