Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ фермăра çĕнĕлле ĕçлеççĕ

«Мураты» ял хуçалăх кооперативĕ выльăх-чĕрлĕх йышĕпе унăн продуктивлăхне ÿстерес енĕпе иртнĕ çулта ăнăçлă ĕçленĕ, Уйкас Явăшра çĕнĕрен сĕт-çу фермине хута янă, ĕнесемпе самăртма тăратнă выльăхсен шутне чылай ÿстернĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем пĕлтĕрхи вăй-халĕсенчен чакасшăн мар, кăçал тата ÿсĕмлĕрех ĕçлеме тĕллев тытнă.

 

Уйкас Явăшри сĕт-çу фермине çĕнĕ проектпа, малашлăха пăхса тухнă. Кунти мĕн пур ĕçе механизациленĕ. Выльăхсене апат парассинчен тытăнса хатĕр продукцие сĕт заводне ярасси таранах техника вăйĕ çине куçарса çитернĕ. Сĕт-çу фермине çĕнĕ технологи никĕсĕ çинче йĕркелесе яни продукци туса илессине ÿстерме, унăн пахалăхне лайăхлатма, хăй хаклăхне, тăкаксене чакарма май парать.

Петр Краснов механизатор витери тислĕке тасатса кăларма, ĕнесене апат хатĕрлесе пама пĕчченех ĕлкĕрет. Люцернăна, утăна тата улăма пĕрле хутăштарса авăртать те тĕрлĕ микроэлементсемпе тутлăлантарать. Тутлăхлă симĕс массăна ĕнесене кирлĕ виçепе парса тухать. Кунсăр пуçне кашни ĕнене тăватшăр килограмм комбикорм параççĕ.

Сĕт-çу фермине тĕреклетес ĕмĕт-шухăшпа ĕçлекенсем татах та пур. Роберт Федоров оператора ăçтан аякра тăратса хăварăн; Дояркăсем унăн ĕçĕпе ялан кăмăллă. Сĕт сутмалли цеха ăнăçлă ĕçлеттерет вăл. 62 ĕне цех витĕр йĕркеллĕ сĕт сутарса тухнипе оператор та савăнăçлă. Сунă сĕт пăрăхсем тăрăх холодильника пухăнать. Шутлав аппарачĕ сĕт мĕн чухлĕ сăвăннине çийĕнчех пĕлтерсе тăрать.

- Паян ĕнесем 9-шар килограмм сĕт антарчĕç, ĕнерхинчен 700-шер грамм ÿстерчĕç, - кăмăллăн хыпарларĕ Р.Федоров оператор.

Фермăра вуншар тĕрлĕ оборудованипе техника ĕçлет. Вĕсене ялан юсавлă тытасси Анатолий Герасимов слесарь-наладчикран нумай килет. Çĕнĕ фермăна хута янă чухнех нумай вăй хунăскер, халĕ те хăйĕн тивĕçне тÿрре кăларса пырать.

Çĕнĕ йышра çынсем нумаях мар пулин те, кашниех хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрма тăрăшать. Надежда  Рубцова, Татьяна Сергеева, Наталья Волкова дояркăсем иртнĕ çулта кашни ĕнерен  5000-шер килограмм ытла сĕт суса илчĕç. Вĕсен ушкăнĕсенчи ĕнесем халĕ талăкра вуншар килограмм енне сĕт антараççĕ.

Ĕнесен ăратне лайăхлатса пымасăр сĕт суса илессине ÿстерме çук. Çакна фермăри Алевтина Михайлова осеменатор хăйĕн чи пирвайхи тивĕçĕсенчен пĕри тесе шутлать. Кунта сĕт нумайрах паракан ĕнесен пăрушĕсене суйласа илессине, вĕсене лайăх пăхса çитĕнтерессине тĕп вырăна хураççĕ. Çамрăк пăрусене пăхассипе Маргарита Викторовăпа Лида Петрова ырă ят çĕнсе илчĕç. Пăрусем талăкра 500-шер грамм ÿт хушса пыраççĕ.

Сĕт-çу фермине Владимир Петров бригадир ăнăçлă ертсе пырать. Ялан çĕнетÿ туйăмĕпе çÿрекенскер, кăçалхи тĕллевĕсем пирки çапла каласа пачĕ:

- Сăвакан ĕнесен шутне ÿстерме шутлатпăр. Продукци туса илессине пĕлтĕрхи шайран чылай ÿстересшĕн. Кунпа пĕрлех пĕчĕк пăрусем усрамалли витене реконструкцилесе çитеретпĕр. Халĕ кунта строительство ĕçĕсем анлă сарăлса пыраççĕ. Кĕскен каласан, эпир сĕт-çу фермине çĕнĕ технологи никĕсĕ çинче йĕркелесе ятăмăр, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăнтăмăр, - терĕ Владимир Петров бригадир.

Паянхи вăхăт таппипе хăюллăн та çирĕппĕн утакансене малашне те ăнăçу сунас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2009
00:00
Поделиться
;