Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Анне - тăван кил ăшши

Январĕн 9-мĕшĕнче Чăрăшкас Хирлепре пурăнакан аннемĕр - Ксения Павловна Степанова - хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Тăхăр çултанах амăшĕнчен тăлăха юлнă хĕрачан пурнăçĕ пĕрре те çăмăл килмен. Хăйĕнчен кĕçĕн йăмăкĕсене пăхмалла, пÿрт-çурта тирпейлемелле. Çавна пулах шкула вĕренме çÿреймен.

Илемлĕ сăнлă, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ Чăрăш Ишек хĕрне Чăрăшкас Хирлеп каччи куç хывнă. Вĕсем уй енче пурăннăран пыл хурчĕсене Шĕнер вăрманне вырнаçтарнă пулнă. Çакăнта тĕл пулнă та ĕнтĕ çамрăксем. Вĕсене пĕрле пулма ашшĕ-амăшĕсем икĕ енчен те васкатнă. Анчах телейлĕ килмен аннен пурнăçĕ. «Выççине те, çуккине те, вăрçине те куртăмăр», - тет вăл. Вăрçă вăхăтĕнче Сăр шывĕ хĕррипе окоп чавнă, хĕл кунĕсенче шартлама сивĕре вăрман ĕçленĕ, халь тĕрлĕрен транспорт çÿрекен çулсене наçилккапа йăтса çулсем тунă. Çав хушăрах ачисене те çуратнă. Çичĕ ачаран халĕ тăваттăшĕ пурăнаççĕ. Виççĕшĕ пĕчĕклех, медицина пулăшăвĕ вăйсăррине пула вилнĕ. Пурăнакансем пурте çемьеллĕ. «Ачамсем мăнуксемпе килсех çÿреççĕ, мана савăнтараççĕ», - тулли кăмăлпа калаçать анне. Атте, вăрçă инваличĕ, 1974 çулта çĕре кĕчĕ.

«Пурте эпир Турă аллинче», - тет анне. Капла ахаль мар калать вăл. Çамрăк чух йывăр ĕçсем тунипе пÿсĕр чирĕпе аптăраканскер, ун çинчен пĕрехмай аса  илмен. Пĕлтĕр вара операци турĕç. Тепĕр тăхăр кунтан киле кăларчĕç. «Тавах Турра, сывлăх патăр мана операци тăвакан Н.М.Яковлев (ун чух вăл дежурствăра) врача, çĕр варринче канлĕхне татнăшăн М.М.Калачев врач та ман çине ан çиллентĕр, унпа ĕçлекен медицина сестрисемпе санитаркисене те пысăк тав. Ватă ку кинемей, пурăнса çитнĕ тесе пулăшмасăр тăмарĕç. Кайран палатăсем тăрăх çÿренĕ чух та вашават калаçрĕç», - пĕлтерет вăл.

Халь ватă аннене килте Володя пиччепе Нина инке пăхаççĕ. 95 çулхи ватта асăрхаса пурăнаççĕ, кашни кун хăйсен ăшшине парса аннен кун-çулне кăштах та пулсан тăсаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2009
00:00
Поделиться
;