Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи кирли - çын хаклăхĕ

2008 çул хăй вĕçне тухрĕ, вăл истори страницисене ĕмĕрлĕхех çырăнса юлчĕ. Камшăн иртнĕ çулти ĕмĕтсем пурнăçланчĕç, камшăн - çук, апла пулсан та эпир пурте пысăк кăмăлпа кĕтрĕмĕр Çĕнĕ Çула, пурин те çĕнĕ ĕмĕтсем, пурнăç шайĕ лайăх енннелле улшăнас шанăçсем çуралчĕç.

Нихăçан та такăр пулман халăхшăн пурнăç çулĕ, нихăçан та çăмăл килмен уншăн малашлăх çулĕ. Вăл яланах йывăрлăха çĕнтерсе, шанчăклă куçпа пăхса утма хăнăхнă. Кашни ăрăвăн хăй вăхăчĕпе çитĕнÿсем, çĕнтерÿсем пулнă, çавна пула та пурнăçра сиксе тухакан кĕтмен улшăнусем умĕнче çухалса кайма хăнăхман, тар кăларса хăй вăйĕпе йывăрлăхран тухса, малалла васканă. Хулара пурăнатăн-и е ялта вăй хуратăн, халăхшăн яланах пĕрремĕш вырăнта ĕç тăнă, ĕç вара ăна нихăçан та уталаман та, выçтарман та. Мĕн авалран каланă: «Этем ĕçпе пархатарлă!» Ĕçе пулах халăх çĕнĕлле ура çине тăрса çĕкленчĕ, шанчăклă утăмсемпе малалла утма пуçларĕ. Анчах хумхантаракан пулăмсем çителĕклех-ха. Чылай çĕрте  темиçе çул усă курман уйсем çум курăкĕ айĕнче выртаççĕ, чылай çĕрте ишĕлсе пĕтнĕ выльăх-чĕрлĕх фермисем çаплах юхăнса лараççĕ, сахал мар ĕçсĕр аптăранă халăх урамсем тăрăх утать. Вăхăтсăр уйрăлса каясси чакмасть, çĕнĕ ăру шучĕ те çителĕклĕ шайра мар. Пăхатăн та ирхине анчах ÿкнĕ юрлă урамалла, шкула каякан ача-пăча шучĕ калама çук питĕ сахал. Эпир ÿснĕ чух ял урамĕ кĕрлесе кăна тăнă. Эпир пĕр çултисем 53 ача ÿсрĕмĕр, Нурăсри вăтам шкула 150-ăн пĕтертĕмĕр. Сăмахран, чăваш çемйинче нихăçан та виçĕ ачаран кайра пулман, ытларах пилĕк ачаллă çемьесем йышлăччĕ, халĕ вара ялта туйĕ те çулталăкра пĕрре пулсан - пысăк савăнăç. Çакна пула та ĕнтĕ ĕçпе этем хакĕ чакса ларчĕç. Хам ас тăвасса ялта сумлă-ятлă çынсем туллиех пулнă, вĕсем ĕçĕпе те, пурнăçра пурăнма пĕлнипе те халăхшăн яланах тĕслĕхре пулнă. Ял-йышри ырă йăласене нумай çухатрăмăр ĕнтĕ. Ялта тахçанах купăс, балалайка, кĕсле, çамрăксен юрă-ташă сассисем илтĕнме пăрахнă, ялти культура çурчĕсем икшер хутлă керменсем пулсан та темшĕн унта туртăмлăх çук. Эпир ÿснĕ чухне кинона та, спектакльсене те, юрри-ташшисене те халăха кăтартма васканă, республика театрĕсем те тăтăшах килсе тăнă, кашни çын юратнă артистне кăмăлтан кĕтсе илнĕ. Ялти клубра суйлав кампанийĕсем умĕн пулас депутатсемпе пуçтарăнса сăмах вакланă, халĕ вара камшăн сасăлатпăр ăна та ăнланса юлаймастпăр, мĕншĕн тесен тепĕр кандидатне куçпа та  курман. Халăхпа тытăнăçуллă çыхăну пĕтсе пынăшăн пăшăрханмаллипех пăшăрхантарать. Çак ыйтусене кашни çулах çĕклеме пăхатпăр, анчах пур ыйтăвĕ те темшĕн татăлмасть.

Çавна пула ăс-хакăлран чаксах пырать ăру. Çемьелĕх çинчен тахçанах татăклăн самахлама пăрахрăмăр, халĕ «ирĕклĕ юрату вăхăчĕ» теççĕ кăна, çавна пула çуралсанах ача ашшĕ-амăшсăр тăрса юлать. Эпир ÿснĕ чухне намăс-симĕс çинчен, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни çинчен кашни утасрах аса илтернĕ, лартса тăнлантарнă.

Ĕлĕкхи йăласем тен хальхи пурнăçра вырăнлах та мар пулĕ, анчах çĕршыва юратма, кирлĕ вăхăтра ăна хÿтĕлеме, ырă ĕçпе палăрма, таса ятпа пурнма вĕрентнĕ, çакна пула та ĕнтĕ халăх ĕмĕтне çухатса нимле йывăр вăхăтра та çухалса кайман.

Çĕнĕ çулта влаçрисемпе халăхăн çывăхрах пулма тăрăшасчĕ, мĕншĕн тесен пĕр çĕршывра та халăхран хаклăраххи нимĕн те çук. Сывă, тĕреклĕ уçă ăс-тăнлă халăх Патшалăхăн чи шанчăклă никĕсĕ, унăн пысăк пуянлăхĕ. Çавăнпа та вăл Çĕнĕ çул ячĕпе хисеплĕ салама кăна тивĕçлĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2009
00:00
Поделиться
;