Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Граждансен прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлетпĕр

Тунтикун, январĕн 12-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри прокуратура ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Уява Вăрнар район прокуратурин сотрудникĕсем те хăйсем умне лартнă тĕллевсене çирĕп пурнăçласа, ÿсĕмлĕ тимлесе кĕтсе илчĕç. Эпир районта саккунсене мĕнле пăхăннине çирĕп асăрхаса тăратпăр, граждансене те хăть мĕнле ыйтупа йышăнса вĕсеен пулăшма тăрăшатпăр.

Кăтартусене илес-тĕк, пĕлтĕр шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнче кăна граждансем тата предприятисемпе организацисенчен преступленисем çинчен пĕлтернисемпе ыйтусене 1400 енне йышăннă, прокуратурăна - 118, прокуратурăн следстви комитетне 433 ыйту килнĕ. Кунсăр пуçне ыйтусене татса парассипе патшалăх пушар асăрхавĕн тата суд приставĕсен службисем те тимлеççĕ, вĕсенче пĕлтернисемпе ыйтусене 50 енне йышăннă. Çапла майпа граждансем пĕлтернисене тата ыйтусене пăхса тухса, сăмах май 2008 çулта вĕсем 2000 енне пулнă, 367 уголовлă ĕç пуçарса тĕрлĕ çĕре янă. Ку шутран 12-шĕ - çынсем вилнипе çыхăннă преступленисем, урăхла каласан çынна вĕлерни е сывлăха сиен кÿрсе вилĕм патне çитерни, е Уголовлă кодексра палăртнă ытти преступленисем.

Каласа хăвармалла, 2008 çулта районта пулса иртнĕ преступленисен шучĕ те чакрĕ. Ку, паллах, кăмăла çĕклекен пулăм. Мĕншĕн тесен йĕрке хуралĕнче тимлекен органсен пирвайхи тĕллевĕ - саккуна пăснине, киревсĕр ĕçсене асăрхаттарасси.

Пĕтĕмĕшле преступленисен шучĕ сахалланчĕ терĕмĕр, анчах çав вăхăтрах, шел те, районта çул çинчи инкексем чылай нумайрах çырăнчĕç. Ку кăткăс лару-тăрăва район прокурорĕ çумĕнчи, шалти ĕçсен пайĕнче ирттернĕ, район пуçлăхĕ çумĕнчи ларусенче пĕр хутчен çеç мар сÿтсе явнă. Инкексене тишкерни вĕсен сăлтавĕсем хăвăртлăх режимне пăсни тата водительсем ÿсĕрле руль умне ларни тата ытти  пулнине кăтартса пачĕ. Сăмах май, çуран çÿрекенсем те час-часах çул-йĕр правилисене пăсаççĕ, çавăн пиркиех машина ураписем айне лекеççĕ.

Хамăрăн пĕрремĕшле ĕç шутне районти организацисемпе предприятисенче саккунлă йĕркене мĕнле пăхăннине çирĕп асăрхаса тăрассине те кĕртетпĕр. Ку пĕлтерĕшлĕ ĕç çулсеренех тимлĕ пурнăçланса пырать, çитменлĕхсем экономикăн пур отраслĕнче те тупăнаççĕ. Федераллă саккунсене, çынсен прависемпе ирĕкне хÿтĕлесе район прокуратури пĕлтĕр саккуна пăснă 1617 тĕслĕх тупса палăртнă.

Ĕç саккунĕсене пăхăнассипе те тĕрлĕ учрежденисенче кăткăс самантсем çук мар. Çав вăхăтрах, республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, пирĕн тăрăхра ку тĕлĕшпе лару-тăру аван темелле. Паянхи кун ĕç укçипе парăмлă предприятисем районта çук. Юлашки вăхăтра Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕ ĕçлекенсем умĕнче парăма кĕнĕччĕ, çапах та предприяти ертÿçисем тивĕçлĕ мерăсем йышăнчĕç, çулталăк вĕçĕнче тÿлесе татма пултарчĕç.

Сăмах май, пĕлтĕр тĕрлĕ сăлтавсемпе ĕç укçи илеймен граждансене хÿтĕлесе район прокуратури суда 300 ыйту янă. Ĕç укçи тÿлессипе хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламан ертÿçĕсене те административлă явап тыттарнă.

Чăн та, прокуратура ĕçченĕсем саккунлăха, граждансен прависемпе ирĕклĕхне тивĕçтерессине тĕпе хурса тимлеççĕ, районта йĕркелĕх хуçалантăр тесе пысăк тÿпе хываççĕ. Профессионаллă уяв ячĕпе саламласа, прокуратура ĕçĕн ветеранĕсемпе халĕ вăй хуракансене ăшшăн саламлатăп, тăнăçлăхпа пархатарлăх, телейпе ырă пурнăç сунатăп.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2009
00:00
Поделиться
;