Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ПĔРРЕМĔШ ĂМĂРТУСЕМ

Халăхра «пысăк каникул» ятпа çирĕпленнĕ уяв кунĕсем спортсменсемшĕн яланхиллех хĕрÿ тупăшусенче иртрĕç. Шел, кăçал ăмăртăва йĕлтĕрçĕсем çеç тухаймарĕç - юр çителĕксĕр хывăннипе йăлана кĕнĕ Раштав чупăвĕсене урăх  вăхăта куçарчĕç.

Районти ăмăртусен таблицине теннисистсем уçрĕç. Январĕн 3-мĕшĕнче Вăрнарти физкультурăпа  спорт комплексĕнче Ярмушкара çуралса ÿснĕ паллă  теннисиста Федор Гурьевич Соколова асăнса ирттернĕ турнира 50 ытла çын хутшăннă. Арçынсем хушшинче призлă вырăнсене виççĕшне те Хапăс маттурĕсем пайланă: Василий Иванов, Александр Шатайкин тата Александр Осипов. Вĕсем виççĕшĕ  те вăхăтĕнче Николай Васильевич Есенцев тренер патĕнче ăсталăха туптанă.

Хĕрарăмсем хушшинче сĕтел çи теннис чемпионĕ Шупашкартан килнĕ Дарья Феофанова пулса тăнă. Кÿлхĕрринчи Алиса Ржанова - иккĕмĕш, Хапăсри Анастасия Канькина виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Тепĕр кунне хĕрарăмсем  хушшинче иртнĕ волейбол турнирне Раштав уявне халалланă. Унта  пилĕк команда хутшăннă. Малти вырăнсене ял хуçалăх техникумĕн, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тата «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» - «Август» командăсем пайланă.

Уяв кунĕсенче çавăн пекех хутăш препаратсен заводĕнче тимлекенсем те спартакиадăра тупăшнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2009
00:00
Поделиться
;