Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раштав умĕнхи мисси

Çак ятпа иртнĕ çул вĕçĕнче Калининăри вăтам шкулта Шупашкарти 1-мĕш пуçламăш шкул ачисемпе тĕл пулу иртнĕ. Православи культурине тарăннăн вĕренекен хăнасем тĕн темипе çыхăннă лекцисем вуланă, юрăсем юрланă, çĕнĕ кĕнекесем парнеленĕ.

Хăнасем çавăн пекех Калининăри шкул-интернатра та пулнă, кунта вĕренекенсене çемçе теттесем парнеленĕ.

Çĕнĕ çул умĕн шкул пурнăçĕ вĕресе тăнинчен тĕлĕнмелли çук. Шкулти ăлкăсăр пуçне акă 30 вĕренекен страховани касси урлă тĕп хулари уявра пулнă, ултă ача Чăваш ен Президенчĕн ăлкине кайма тивĕçнĕ.

Спорт ăмăртăвĕсем те тухăçлă иртнĕ. Волейбол енĕпе акă 11-мĕш класс каччисем - Алексей  Блинов, Александр Спиридонов, Александр Ефимов, Алексей Кириллов, Андрей Илларионов - маттур пулнă. Вĕсем арçын-учительсен командине те çĕнтернĕ. 5-11-мĕш классем хушшинче шахмат турнирĕ иртнĕ. Чи маттуррисем - Денис Волков, Артем Мышкин, Николай Яковлев, Анастасия Малова - район шайĕнче тупăшнă, призлă  вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Çĕнĕ çулхи мероприятисен планĕ те пуян, вăл шутра тĕрлĕ конкурссем, ăс-хакăл вăййисем, тĕл пулусем... Вĕсене Калининăри вăтам шкулта вĕренекен кашни ача хутшăнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2009
00:00
Поделиться
;