Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«ТĂХĂРВУННА ÇИТИЧЧЕН ЧИРКĔВЕ ÇŸРЕРĔМ...»

- Пурнăçра хура-шурне сахал мар тÿсрĕм пулин те Турă пулăшнипе çак çула çитрĕм, - тет Пăртасри тăхăрвун виççе кайнă Елизавета Яковлевна Яковлева.

Ялта ăна, çивĕч те ĕçчен кинемее, Чир Паçукĕ тесен лайăх пĕлеççĕ. Ашшĕне темшĕн Чир Яккăвĕ тенĕ, кайран çак ят хĕрне те куçнă.

Юлашки вăхăтра кинемей тухса çÿреймест ĕнтĕ. Вăл халĕ пĕртен-пĕр хĕрĕ патĕнче пурăнать. «Пĕчĕк ача пекех пăхаççĕ мана», - пĕлтерет Елизавета Яковлевна. Хĕрĕ, Елена Филипповна, тата кĕрÿшĕ, Петр Николаевич, хăйсен çывăх çыннин ватлăх кунĕсем канлĕхлĕ иртчĕр тесе питĕ тăрăшаççĕ.

Елизавета Яковлевнăпа калаçма кăмăллă. Ачалăхри кунĕсене те  лайăх астăвать. Шкулта  пĕр хĕл кăна вĕренме тÿр килнĕ ăна. Хаяр вăрçă çулĕсем пирки каланă май ватă çыннăн чунĕ хурланчĕ, куçĕсене шурă тутăр кĕтесĕпе шăла-шăла илчĕ. Хĕрĕх виççĕмĕш çулхи августра пĕртен-пĕр шăллĕ, Митюк, Ленинград патĕнче пуçне хунă. Унăн хут çинчи ячĕ - Петр Яковлевич Яковлев. Çирĕмри паттăра Синявино тÿпемĕнчи тăванла масарта пытарнă.

- Аттене Яков Никифорович, аннене Евдокия Филипповна тесе чĕннĕ, - калаçăва малалла тăсать кинемей. - Эпир çиччĕн пĕртăван пулнă: пилĕк ывăл, икĕ хĕр. Митюкпа иксĕмĕре кăна çитĕнме пÿрнĕ, ыттисем  чир-чĕре пула пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Атте аллă иккĕрех вилчĕ, анне 100 çула сакăр кун пурăнса çитеймерĕ. Вăл Çăлкас Кăкшăмра çуралса ÿснĕ, Мăн Хĕлĕп хĕрĕ пулнă.

Ашшĕпе амăшĕ Турра хытă ĕненнĕ. Çавăнпах виççĕ тултарнă хĕрне Хапăс чиркĕвне илсе çÿреме тытăннă. Хĕрача Турра чунтан ĕненсе-парăнса çитĕннĕ. «Хапăс чиркĕвĕ йывăçранччĕ, çав тери çÿллĕччĕ, чанĕ вара питĕ хытă янăратчĕ. Ăна хупнă хыççăн Иртемен чиркĕвне кайма тытăнтăм. Çапла эпĕ тăхăрвунна çитичченех чиркĕве çÿрерĕм, - тет Е.Яковлева. - Вăрçă умĕнхи çулсенче Турра ĕненнĕшĕн, чиркĕве кайнăшăн ялта хăшпĕрисем шутсăр мăшкăллатчĕç, кулатчĕç. Шел, анчах çавсем пурте сарăмсăр вилсе пĕтрĕç...»

Елизавета Яковлевна Турă хăйне вăрăм кун-çул панă тесе ĕненет, вăлах çав тери йывăр самантсенче хăйне вилĕм аллинчен туртса илнĕ тесе шутлать. Çапла, вăрçă çулĕсенче, Çарăклă разъездĕнче вакун çине тиенĕ чухне вĕрентен вĕçерĕннĕ кĕреш юман ун урлă каçса кайнă. Пурте шариех кăшкăрса янă, Паçук вилчĕ тесе шутланă. Анчах вăл кĕçех ура çине тăнă, малалла ĕçлеме тытăннă. «Çавăн чухне мана темĕнле хăват çăлса хăварчĕ пуль тетĕп», - аса илет синкерлĕ саманта кинемей. «Калас-тăк, яланах йывăр ĕçре тар тăкма тивнĕ ăна. Пĕр çулхине, вăрçăччен, Е.Яковлевăна колхоз Етĕрнене Сăр урлă кĕпер хывнă çĕре янă. Кунта çу каçипе лашапа ĕçленĕ. «Каялла колхоз валли  спирт тиесе таврăнтăм», - пĕлтерет ватă çын. Пилĕк çул вакунсем çине йывăç тиенĕ. Пĕр хĕл вăрман каснă. Çавăн чухне  те йывăç айне пуласран темĕнле майпа-çке çăлăнса юлма пултарнă. Вăрçă  умĕн Е.Яковлева чукун çул çинче ĕçленĕ. Вăйлă та типтерлĕ пулнăран-ши ăна яланах яваплă ĕçе - рельссем улăштарма - шаннă. Колхозра та пайтах вăй хунă: ака-сухара, вырмара пилĕк авнă. Вăрман лартса çитĕнтерес ĕçе те пысăк тÿпе хывнă, çуллен лесничествăна пулăшма çÿренĕ. Паллах, çакăншăн вăрманта утă  туса илме ирĕк панă - килтийĕ выльăх-чĕрлĕх тытма çитсе пыман. «Малти вăрманта эпир лартнă хырсем авă еплерех кашласа лараççĕ!» - хăпартланать кинемей.

Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та ĕçсĕр ларман. Хăй вăхăтĕнче Пăртас тăрăхĕнче Е.Яковлева чухлĕ эмел курăкĕ пухакан пулман пуль. Хатĕрлев кантурне çĕршер килограмм леçнĕ. Эмел курăкĕшĕн тивĕçнĕ укçа-тенкĕн ытларах пайне чиркÿсене панă.

- Хама усал тăвакана-сунакана та эпĕ яланах ырăпа тавăрнă, -  тет Елизавета Яковлевна.

Шел, ăна пурнăçра мăшăрĕпе пĕрле утма пÿрмен. Вăрçă хыççăн Пăртас хĕрĕ Хапăс енчи пĕр çынна качча тухнă. Анчах лешĕ путсĕрле хăтланаканскер пулнă-мĕн. Ирĕксĕрех пĕчĕк хĕрĕпе Пăртаса таврăнма  лекнĕ. Хĕрĕ те амăшĕ пекех ĕçчен те маттурскер. Елена Филипповнăпа мăшăрĕ, ятлă-сумлă шофер Петр Николаевич, пиллĕк ача пăхса çитĕнтерчĕç. Елизавета Яковлевнăна халĕ пиллĕк мăнукĕпе вĕсен пиллĕк ачи савăнăç кÿреççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2009
00:00
Поделиться
;