Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тепĕр икĕ парне

Чăвашсен ку вăхăтри паллă писателĕн хĕрĕ хăйне евĕрлĕ чаплă сăвăсем çырнине пĕлетĕп. Иккĕшĕ те хытă ĕçлеççĕ, нумай çыраççĕ. Вулакан тавçăрчех пулĕ: Денис Гордеевпа Светлана Гордеева пирки сăмах пырать. Денис Викторович юлашки çулсенче умлăн-хыçлăн темиçе роман пичетлесе кăларчĕ. Светлана Денисовна вырăсла изданисенче пĕрмай курăнса пырать. Халь, акă, ачасене парнеленĕ сăввисене хамăрăн ентеш, пултаруллă çыравçă Валерий Кошкин чăвашла куçарнă, вĕсен пуххине кĕнекене калăпласа кăларнă. Сăвăсем вырăсла-чăвашла черетленсе пыраççĕ, «Верить в чудеса» - «Тĕлĕнтермĕшсен тĕнчи» ятлă. Ÿкерчĕксене нумай тĕспе капăрлатнă. Светлана вĕсене кашни сăвви валлиех хăй маçтăрланă. Ача сачĕсенче, пуçламăш классенче усă курмашкăн питĕ меллĕ кĕнеке. Илемлĕх тĕнчин йĕркисем тĕлĕнтермĕшсене асăрхама йыхравлаççĕ, пĕчĕккисен тĕнчекурăмне ăслăлăхпа пуянлатаççĕ. Вулама, асра хăварма çăмăл. Ман мăнукăм, пиллĕкри хĕр пĕрчи, пĕр сăввине тем авăкра пăхмасăр калама вĕренчĕ. Эп сире çавăн чăвашла вариантне сĕнсе пăхам-ха.

 

Кая юлсан

Петĕр шкула хатĕрленчĕ.

Питне çурĕ, тирпейленчĕ,

Питĕ хăвăрт тумланса

Пăтă çирĕ васкаса.

Çитрĕ урока...юлса.

Мĕншĕн-ха ĕлкĕреймерĕ;

Утнă май йăлт асăрхарĕ:

Кайăк вĕçнине сăнарĕ,

Йытă çурине сăйларĕ,

Кÿршипе кăшт сăмахларĕ...

Вăхăчĕ вара - кĕтмерĕ.

  

 

 

Республикăри паллă вăрманçăсен - Ванинсен династийĕ çинчен Вăрнар районĕн энциклопедийĕнче çичĕ статья пичетленĕ. Емельян Степанович вун тăххăрмĕш ĕмĕртех Мыслец, Турхан, Пĕнер лесничествинче ĕçленĕ. Алексей Емельяновича нурăссемпе вăрнарсем Шукшавăш енĕ тăрăх (Калинино лесничестви) аван астăваççĕ. Унăн пĕр ывăлĕпе хĕрĕ Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне, тепри Ленинградри вăрман техникин академине вĕренсе пĕтернĕ, кĕçĕн хĕрĕ институт хыççăн Коми Республикинче вăрман хуçалăхĕн министерствинче çĕнĕ вăрмансем ÿстерекен инженер должноçĕпе пурăнать.

Вăрман Шăхальте пурăннă Роберт Алексеевич Ванин, хĕрĕх çула яхăн Вăрнар вăрман хуçалăхĕн лесникĕ пулнăскер, хăйсен виçĕ ĕмĕрти династийĕ çинчен тахçанах кĕнеке çырасшăнччĕ. Чăвашлă ал çырăвне пире редакцинче кăтартса пăхнăччĕ. Çырасси те çăмăл мар та, анчах кĕнеке кăларма çирĕм çул каялла та ансат пулман. Çав кĕнеке, авă, Мускавра вырăсла çапăнса тухнă-мĕн. Шел, авторĕ ăна алăра тытса курайман. Сергей Есенин сăввинчен пуçласа кайнă: «У меня отец крестьянин, ну а я - крестьянский сын...» Эпиграф вырăнне çав йĕркесене хăй  майлă çавăрттарнă: «У меня отец – потомственный лесянин, я - лесной человек...» Кĕнеке ячĕ - «Я - лесянин». Хăйĕн пархатарлă ĕçне автор Аслă Çĕнтерĕвĕн 50 çулне халалланă пулнă.

Кивелми кĕнеке тейĕттĕм. Истори анлăшĕ. Самана карчĕсем. Çĕршывăмăрăн мĕнешкел çыннисем! Йăх-ăру тымарне тарăн тĕпчени килĕшет. Çын ашшĕ-амăшне, тăвансене, тус-юлташĕсене, çĕршывне-халăхне, харпăр хăй ĕçне-хĕлне çав таран юратма, хисеплеме пĕлни черене тивет. Пĕр сăмахпа - музейшăн кăна мар ку кĕнеке.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2009
00:00
Поделиться
;