Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тимлĕ пулни нихăçан та чăрмантармасть

Ю.РЕМНЕВ, патшалăх пушар асăрхавĕн Вăрнар районĕнчи  уйрăмĕн пуçлăхĕ

 

 

Электрооборудованипе усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăснăран районта кăçалхи 11 уйăхра 4 хутчен пушар алхаснă. Хăшĕ-пĕрисем кунашкал инкексем хăйсене пырса тивмеççĕ тесе шутлаççĕ. Кăлăхах - вут-çулăм пысăк хулара та, пĕчĕк ялта та, дачăсенче те çуртсемпе хваттерсене те «вăйне» кăтартма пултарать.

Чылай арçын, акă, электротехника тĕлĕшпе хăйне «пысăк специалист» тесе шутлать, çавăнпа та килти электричество сетьне «çĕнетме» пикенет, алă айĕнчи япаласемпе усă курса электроплиткăсем, «жучоксем» тата ыттине ăсталать. Анчах ку «теттесем» пĕрре пăхма кăна хăрушсăр. Çирĕплетсе калатпăр: хăвăр тĕллĕн тунă предохранительсем, тĕрĕс мар суйланă кабель тата ытти те паян-и, ыран-и пурпĕрех инкеке çывхартать. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăх правилисене пурин те пăхăнмалли çинчен çине-çинех асăрхаттарса тăратпăр. Вĕсем питĕ ансат, ним йывăрри те кунта çук.

Сăмахран, хăвăр ăсталанă приборсемпе усă ан курăр. Ăшăтмалли приборсене çунман тĕревсем çине лартмалла, удлинительпе усă курма юрамасть. Вĕсене туяннă чух унта авариллĕ лару-тăрура сÿнекен автоматика пуррине тĕрĕслĕр. Енчен те приборăн провочĕ е вилки хĕрсе кайрĕ-тĕк, ăна хăвăртрах сÿнтерĕр те сетьрен кăларăр. Ăшăтмалли прибора çулăм тухасран тусантан тасатсах тăмалла. Паллах, ăна хăй тĕллĕн ĕçлеттерсе хăвармалла марри тата ачасемпе ватăсене пăхса тăма хушма юраманни çинчен те ан манăр.

Асра тытăр: çăмăлттайлăх пысăк инкек кăларма пултарать. Çапах та пушар тухсан, чи пĕлтерĕшли - çухалса ан кайăр. Тÿрех «01» телефонпа шăнкăравламалла, кÿршĕсене, çынсене пулăшма чĕнмелле. Енчен те çулăм пысăк лаптăка çулса илме ĕлкĕреймен пулсан, пушара хăвăр тĕллĕн сÿнтерме тытăнăр, огнетушительпе усă курăр. Вăл çук-тăк, шывпа сапăр, хулăм пусмапа е утиялпа витĕр. Çунакан электроприборсене сетьрен кăларсан кăна сÿнтерме пуçăнма юрать.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2009
00:00
Поделиться
;