Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕрентÿçĕсем

Президент Библиотеки те пур Чăваш енĕн. Пĕрремĕш кĕнеки 2002 çулта тухнăччĕ. Унта республикăн паллă ученăйĕсем, артисчĕсем, художникĕсем, писателĕсем, спортсменĕсем, врачĕсем, космонавчĕсем çинчен тĕплĕ каласа кăтартнă. Черетри томсене çар начальникĕсене (2005), пысăк ăсчахсене (2006) халалланă. Халь тепри, иртнĕ çул вĕçĕнче кун çути курни, наукăпа вĕрентÿ организаторĕсемпе паллаштарать. Халăха çутта кăларма, çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани пама уйрăмах сулмаклă тÿпе хывнă вăтăр тăхăр вĕрентÿçĕне суйласа илнĕ. Çав шутра Иван Яковлевич Яковлевăн соратникĕсем, наци патриархĕн пархатарлă ĕçне-хĕлне малалла аталантарнисем: П.М.Миронов, А.В.Рекеев, М.С.Сергеев, Д.Ф.Филимонов, ыттисем. Даниил Филимонович чăваш хушшинче 19-мĕш ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче чăмăртаннă интеллигенци ăрăвĕн чаплă представителĕ шутланать. И.Я.Яковлев тĕслĕхĕпе, чăваш ялĕсенче шкулсем уçма пултарнă, тĕн литературине чăвашла куçарнă. Павел Миронович, халăх училищисен инспекторĕ, чăваш учителĕсен семинарине йĕркеленĕ, хула училищисем валли арифметикăпа геометри учебникĕсем çырса кăларнă. Алексей Васильевич - издатель, тĕн кĕнекисене чăвашла куçарнă, çĕнĕ шкулсем уçнă. Михаил Сергеевич - «Халăха вĕрентес ĕç» журналăн пирвайхи редакторĕ. Петр Онисимович Афанасьева 30-40-мĕш çулсенче учительсен учителĕ тенĕ, унăн «Вырăс чĕлхин методики» кĕнекипе Совет Союзĕнчи мĕнпур шкулсенче усă курнă.

Кĕнеке республикăри институтсен, университетсен ректорĕсемпе, халăха вĕрентес ĕçĕн министрĕсемпе паллаштарать. Çав шутра, паллах, пирĕн Николай Кириллович Кириллов - чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорĕ, Георгий Сидорович Сидоров - 50-60-мĕш çулсенчи Вăрнар РОНО заведующийĕ, 1962-1976 çулсенчи çут ĕç министрĕ тата Совмин председателĕн заместителĕ.

Чăваш патшалăх пединститучĕн пирвайхи директорĕн, 1930-1937 çулсенчи çут ĕç наркомĕн Ефрем Семенович Черновăн, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн пирвайхи ректорĕсен - Семен Федорович Сайкинпа Петр Александрович Сидоровăн ĕçне-хĕлне анлă çутатнă.

Социализмлă Ĕç Геройĕ ятпа СССР халăх учителĕ ята илнисем чăвашри учительсем хушшинче пĕрререн пĕрре пулнă. Вĕсем - Иван Никифорович Никифоровпа Петр Никифорович Чернов. Герой-математик хĕрĕх çула яхăн Вăрнарта ĕçлерĕ.

Кĕнекене нумай тĕслĕ фотоматериалпа пуянлатса питĕ сумлă калăпласа пичетленĕ. Очерксене хатĕрлеме пысăк ученăйсем хутшăннă (РФ халăха вĕрентес ĕç академийĕн Президенчĕ Н.Д.Никандров, наука докторĕсем - В.Е.Волков, В.Д.Дмитриев, А.Е.Земляков, А.А.Кондратьев, А.И.Кузнецов, В.А.Щедрин, ыттисем). Питĕ кирлĕ кĕнеке алла килчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 января 2009
00:00
Поделиться
;