Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лауреат ятне тивĕçлĕ

С.В.Элкер ячĕпе, И.Н.Ивник ячĕпе, А.В.Емельянов ячĕпе хисепленекен премисен лауреачĕ

 

 

Света Григорьевана (халь - Чикмякова) вăл хамăрăн «Çĕнтерÿ çулĕнче» практикăра чухне хăйне пултаруллă кăтартнинчен  тата  ашшĕпе çывăх пулнинчен лайăх пĕлетĕп. Ашшĕне, Валерий Григорьева, шкултанах активлă хастар ялкора, редакци штатне чĕнсе пăхнăччĕ. «Мана алăстилĕх ытларах килĕшет, - тенĕччĕ вăл. - Килти мастерскоя пăрахмастăп. Хаçата çырасси - кăмăл екки вырăнне юлтăр...» Ашшĕ, çапла вара, журналист пулма хăйĕн хĕрне хатĕрленĕ-мĕн...

«Манан студире Вăрнар хĕрĕсем маттур, - тенĕччĕ пĕррехинче хисеплĕ юлташăм, «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ Герман Желтухин. - Светлана Григорьева тĕрленчĕксем, сăвăсем хăйне палăртмаллăх çыраять...» Герман Николаевич Чăваш патшалăх университетĕнче халĕ те лекцисем вулать, пулас журналистсен ушкăнĕпе паян та ĕçлет.

Светлана «Иккĕмĕш «Хыпар» редакторĕсем» ятлă дипломне çырса архивра çулталăка яхăн асапланчĕ. Ĕçне чи лайăх паллăпа хакларĕç. Журналистика факультетĕнче вĕреннĕ çулсенче хамăрăн редакцинче, «Хресчен сасси», «Тантăш», «Хыпар» хаçатсенче практикăра пулчĕ. Пултарулăхĕн тĕрлĕ енлĕ лаççинче пиçĕхрĕ. 2002 çулхи çуркуннерен Вăрнар хаçатĕнче ĕçлеме тытăнсан, çĕнĕ темăсем хускатрĕ, ял пурнăçĕпе культура тата коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе çивĕч статьясем çырчĕ. Ятарлă страницăсем хатĕрлет («Çемье», «Çамрăклăх»). Шкул пурнăçĕпе спорт информацине пуянлатса пырать. Хамăр енче, Кивçурт Енĕшре çуралса ÿснĕскер, тăван Вăрнар тăрăхĕн çыннисене юратса çырать.

Журналистсен вырăнти пĕрлешĕвĕ Светлана Валериевна Чикмякована А.В.Емельянов ячĕпе хисепленекен премие илме тăратса тĕрĕс тунă. Талантлă çамрăк журналиста Анатолий Викторович пултарулăхĕпе, уйрăмах унăн Валентин Овечкинпа Иван Васильев публицистикине çывăх тăнă ĕçĕсемпе тачăрах паллашма сĕнес килет. А.Емельянов чăвашлăха хисеплеме пĕлмен                                  министрсене еплерех çунтарса критикленине астăвар-ха! Çыравçă халăх нуши-терчĕпе пурăнма тивĕçлĕ. Çĕршывăмăр кура-тăркач çакнашкал кризиса кĕртсе ÿкерни, тар тăксах ĕçлекен халăхăн чухăнлăхĕ, çамрăксен, ваттисен шăпи-кунçулĕ - çаксем халь пирĕн ума пайтах çĕнĕ ыйтусемпе темăсем кăларса тăратрĕç. Влаç умĕнче куçран ÿкес марччĕ текенни журналист пулаймасть.

Вăрнарсен çĕнĕ лауреатне А.В.Емельяновăн сумлă ятне халăхра ялан астуса юратнă шайра тытмашкăн ăнăçу сунатăп.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
17 января 2009
00:00
Поделиться
;