Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ПАТШАЛĂХ ПУЛĂШНИПЕ

Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Патшалăх Канашне янă «Чăваш ен çитĕнĕвĕ - кашни пуçарулăхĕнче!» Çырăвĕнче çамрăк çемьесене, специалистсене, уйрăм категорири çынсене çурт-йĕр туянма, çĕклеме, пурнăç условийĕсене лайăхлатма патшалăх енчен пулăшассине, субвенцисем уйăрассине уйрăммăн палăртрĕ. Çавна май ытти çулхи пекех патшалăх çурт-йĕр программисем кăçал та тухăçлă ĕçлесси куçкĕрет.

Иртнĕ çул акă патшалăх пулăшăвĕпе 48 çемье хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатнă. «Пурăнмалли çурт-йĕр» çумпрограммăпа килĕшÿллĕн 20 çемьене çурт хакĕн 40 проценчĕшĕн тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтернĕ. Ку вăл пĕтĕмпе 8 миллион та 347 пин тенкĕлĕх: 30 проценчĕ - федераллă, 8 проценчĕ - республика, икĕ проценчĕ район бюджечĕсенчен.

«Ялăн  2012 çулчченхи тапхăрти социаллă аталанăвĕ» федераллă программăпа ялта пурăнакан 12 çемьене пĕр миллион та 790 пин тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Çак программăпах ултă çамрăк çемьене çурт-йĕр хакĕн 70 процентне тÿленĕ, тавăрса памалла мар субсидисен пĕтĕмĕшле сумми 3 миллион та 450 пин тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче килнĕ хушма укçа-тенкĕпе тепĕр виçĕ çемьене хăйсен кĕтесне çавăрма пулăшнă, ку тĕлĕшпе федераллă бюджетран 560 пин,  вырăнти бюджетран 746 пин тенкĕ уйăрнă.

ЧР Президенчĕн, «Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх енчен пулăшассине вăйлатмалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн çичĕ çамрăк çемьене 982700 тенкĕлĕх тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтернĕ.

Пĕр тăлăх-туратăн çурт-йĕр ыйтăвне татма пулăшма федераллă бюджетран 250 пин тенкĕ уйăрнă. Кăçал çакнашкал пулăшăва тата  пилĕк тăлăх ача тивĕçĕ.

«Кивĕ çурт-йĕр» программăпа пĕлтĕр кивĕ тата ишĕлес патне çитнĕ çурт-йĕртен вунпилĕк çемьене куçарнă. Вĕсене Ленин урамĕнчи 52-мĕш çĕнĕ çуртра хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Вăрнар хула поселенийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Горький урамĕнчи 7-мĕш, Чернышевски урамĕнчи 3-мĕш «а» авариллĕ çуртсене тĕппипех пăсма палăртнă.

Район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕн даннăйĕсем тăрăх, 2009 çул валли хваттер черетĕнче 115 çамрăк çемье, 15 çамрăк специалист, граждансем 25-ĕн, республика программипе - 10, ипотекăпа - 15 çемье, нумай ачаллă пилĕк çемье, Çурçĕртен куçса килекен икĕ çын, икĕ чернобылец, ирĕксĕр куçса килекен икĕ çын тата пĕр ветеран тăраççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 января 2009
00:00
Поделиться
;