Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ТУНТИКУН - КĂШАРНИ

Тунтикун, январĕн 19-мĕшĕнче, православи тĕнне ĕненекенсем пысăк уява паллă тăваççĕ - çав кун Иисус Христос Иордан шывĕнче тĕне кĕнĕ. Хĕллехи çак уява чăвашла Кăшарни е Турă пăр çине анни теççĕ, вырăсла - Крещение. Çав вăхăтра виçĕ кун хушши çăлри, пĕвери, юханшыври шыв çветтуй шутланать. Кăшарнинче  чиркÿсенче иртекен кĕлĕсене халăх уйрăмах йышлă хутшăнать, çветить тунă шыва илсе юлма тăрăшать. Турă пилне илес, чир-чĕртен сывалас  ĕмĕт-тĕллевпе хăшпĕрисем вак касса юханшывра е пĕвере шыва кĕреççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çак йăла Вăрнар тăрăхĕнче те пурнăçа кĕме тытăннă. Сивĕрен хăраманнисем унтанпа кашни çулах Кăшарнинче Вăрнар шывĕнче, çавăн пекех хăшпĕр ялсенчи пĕвесенче-кÿлĕсенче чăмпăлтатаççĕ.

Кăшарнинче ваксенче шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе мерăсем йышăнас тĕллевпе район пуçлăхĕ А.Кузьмин йышăну тунă, 14 çынтан оргкомитет йĕркеленĕ тата организациллĕ-массăллă ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Оргкомитет председателĕ - район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ А.Борисов. Çавăн пекех район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе Вăрнар хула тата ялсен поселенийĕсен пуçлăхĕсене Кăшарнинче ваксенче шыва кĕнĕ вăхăтра хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе тивĕçлĕ мерăсем  йышăнма хушнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 января 2009
00:00
Поделиться
;