Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çăпатаçăм, çăпата

Кашни халăхăн хăйĕн авалтанпах пухăнса пыракан историйĕ. Кашниннех хăйĕн йăли-йĕрки, тум-тирĕ, кил-çурт тытăмĕ тата ытти те. Вăхăт иртнĕçемĕн, паллах, мĕн те пулин манăçа тухать, пурнăçа çĕнĕ пулăмсем, япаласем кĕрсе пыраççĕ. Апла пулин те аслисем çамрăк  ăрăва халăх аваллăхне вĕрентсе пыни, йăла-йĕркесемпе паллаштарни нимĕн те манăçа кăлармĕ.

Вырăс халăхĕн историйĕнче, акă, çăпата паллă вырăн йышăнать. Хальхи пек тĕрлĕ тĕслĕ пушмак пулман та, ĕлĕк хресченсем хĕлĕн-çăвĕн урана çăпата сырса çÿренĕ. Анчах паянхи ачасенчен хăшĕ-пĕрисем ун çинчен илтмен те. Çавăнпа та районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин пайĕн ĕçченĕсем çăпатана халалласа ятарлă мероприяти йĕркелеме шутланă. Вăл «Çăпатаçăм, çăпата» ятпа, ача-пăча литературин пайĕнче тахçантанпах ĕçлекен «Мĕншĕн;» клуб занятийĕ йĕркипе вулав  залĕнче иртнĕ, унта 5-6 классенче вĕренекенсем хутшăннă.

И.Лобачева библиотекарь ачасене çăпата çынсен пурнăçне хăçан тата мĕнле кĕни çинчен каласа панă, ăна епле тата мĕнрен хатĕрленипе паллаштарнă. Занятире çавăн пекех çăпатапа çыхăннă кăларăшсене, ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ. Хаваслă такмаксене юрлассипе музыка конкурсне те пурте ăмăртсах хутшăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 января 2009
00:00
Поделиться
;