Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем пур

Иртнĕ эрнере Вăрнар районĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе Раççей ял хуçалăх банкĕн персоналпа ĕçлекен департаменчĕн директорĕ Н.Филимонова тата Раççей ял хуçалăх  банкĕн Чăваш енри филиалĕн управляющийĕ И.Письменская пулнă. Сумлă хăнасем банкăн Вăрнар поселокĕнчи хушма офисăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Пĕлтĕр офис 180 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит уйăрнă. Çав шутран агропромышленность комплексĕнчи предприятисене 125 миллион тенкĕ, килти хушма хуçалăх тытакансене 30 миллион тенкĕ ытла кивçен укçа панă.

Кредитпа тивĕçтерекенсен çирĕп пĕлÿллĕ пулмалла. Н.Филимоновапа И.Письменская каланă тăрăх, вĕсем ял хуçалăх специалисчĕсем пулсан аванрах та. Хальхи вăхăтра тĕнчери кризисла лару-тăрăва пула чылай  банкра  ĕçлекенсен шутне чакараççĕ. Раççей ял хуçалăх банкне çак çулпа кайманнишĕн ырламалла. «Раççей ял хуçалăх банкĕн 78 регионра филиалсем пур. Вĕсенче 23 пин ытла специалист тимлет. Çамрăк  кадрсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси тĕп вырăнта тăрать. Акă пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче банкăн филиалĕсенче тăрăшма тата 700 çынна ĕçе илнĕ, - терĕ Н.Филимонова.

И.Письменская Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш енри филиалĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе тачă çыхăнса ĕçленине каланă. Студентсем акă хушма офиссенче практикăра пулаççĕ. Вĕсем зачет та, экзамен та тытаççĕ. Пĕлĕве тĕрĕслени студентсем хушшинче чи пултаруллисене тупса палăртма май парать. Вĕсене Чăваш енри филиалăн 19 офисĕнче хапăлласах ĕçе илĕç. Раççей ял хуçалăх банкĕн персоналпа ĕçлекен департаменчĕн директорĕ Н.Филимонова Чăваш енри паха опыта  ытти регионра та сармалла тенĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 января 2009
00:00
Поделиться
;