Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чăваш ялĕсене çутатрăмăр

Çуралнă-ÿснĕ тăван çĕршывра сана кашни тĕм-тĕмеске килти сăваплă тĕпел пек туйăнать. Ачаран пĕлнĕ вар-çырма кăтăш выртса çывăрма та чармасть. Тăван тавралăх ялан та сан хутна кĕрсе хÿтĕлеме пĕлет. Эп çакна катара тĕнче касса çÿренĕрен унтан ăнлантăм. Ара тĕнче курма ăнтăлни, пĕлмен ĕçе пĕлесшĕн çунни кăвапуна тăван килтен татни мар-çке вăл! Çак шухăшпа Шупашкарти 50-мĕш мехколоннăна ĕçе кайса кĕтĕм. Кунта пурте пекех манашкал çамрăк. Калаçаççĕ те, СССР Министрсен Совечĕн председателĕ А.Н.Косыгин Совет çĕршывĕнчи мĕнпур ялсене электрификацилеме тĕллев тытнă-мĕн. Унта та кунта хăватлă гидро-тепло электростанцисем хăпартаççĕ. Капашсăр калăпăшлă çак ĕçрен çамрăк çын тăрса юлма пултарĕ-и; Хăй çути, краççын лампи мана йăлăхтарса çитернĕ. «Шăши куçĕпе» кĕнеке вуласа куç ывăнатчĕ. Хам çуралнă килĕмре те, Мăньял Хапăсра, Ильич лампи ялкăштарасчĕ!

Алексей Николаевич Косыгин тĕллеттернĕ çулпа уттартăм. Электричество вăй-хăватне чăваш ялĕсене çитермелле! «Етĕрне районĕнчи Шăмат ялĕнче ĕçлетĕн», - терĕç мана. Çырма-çатра пирĕн патри чухлĕ урăх çук та пулĕ тесе шутланă эпĕ. Кунта вара, Сăр юханшывĕ çывăхран-ши, ахрат çырмисем пирĕн патринчен те тарăнрах. Проект çыракансем тем тесен те çуран утса курман, пÿлĕмрен аппаланнă пуль: вунă киловатлă линисене карма-туртма çав тери йывăр, туххăм юрпа тулнă тарăн çырмана анса тăратăн. Юпа шăтăкĕсене икĕ метр тарăнăш чавмалла. Шăннă çĕрĕ - метр çурă ытла. Лум айĕнчен вак укçа пек сирпĕнет. Подстанцисем вырнаçтарнă чухне хытă асапланма тивет. Шартлама сивĕре те, кутсăр-пуçсăр çил-тăманра та хÿтлĕхе кĕрсе выртман.

Эп, ахăртнех, Туррăм пĕрле пулнăран чĕррĕн юлнă. Пралук туртса пынă самантра тăрук тĕпсĕр шăтăка анса тăтăм, кĕрт айне пултăм. Юрĕ, тем чул таптасан та, çăлăнса тухмалăх хăпармасть. Кăшкăратăп - сасă саланмасть. Халтан ÿкрĕм. «Çакăнтах пĕтетĕп!» Юрать эп пралука пилĕкрен çыхнă. Юлташсем мана çавăн тăрăх йĕрлесе тупнă. Виçĕ кунлăха канма çыхса лартрĕç. Пурте мана ура çине тăратма хыпкаланаççĕ.

Мехколоннăн машинăсем çынсене турттармалăх çукчĕ. Ĕçе вуншар çухрăма çуран утнă, ырсан-ывăнсан та хваттере çуран таврăннă. Советскинчен Мăньял Хапăса эпĕ çуран хутланă. Канмалли кун ун чухне эрнере пĕрре çеç пулнă. Çул - хальхи шоссе мар. Автобуссем çÿремен. Халь ĕненмелле те мар пек: çĕр хĕрĕх çухрăма ним вырăнне те хуман. Плансене тултарманни те пулман.

Хамăрăн бригадăна Вăрнар тăрăхне куçарма приказ çитсен эпĕ хытă савăнтăм. Хирлепсене, «Строитель» колхоза килтĕмĕр. Тăван ялăма утма пурĕ те çирĕм çухрăм. Ĕçпе - хăнăхнă ĕнтĕ. Паллакан çынсем курăнкалаççĕ. Шăтăксем чаватпăр, юпасем лартатпăр. Хыççăн изолятор стаканĕсене вырнаçтаратпăр. Электролинисене шыв-шур тапраниччен карса ĕлкĕртĕмĕр. Мăн Хирлеп, Чăрăш Хирлеп, Авăрçырми, Пайăк ялĕсенче ĕçлерĕмĕр. Пирĕнпе пĕрле Чăрăш Хирлепри Федор Осипов механик хытă хыпăнса çÿретчĕ. «Электроэнергипе колхозри ĕç мĕн чухлĕ çăмăлланать!» - тетчĕ. Электромонтажниксен йышĕнче хĕрсем те пурччĕ. Валя-Валентина шутсăрах çивĕччине астăватăп, юпасем тăрне туххăм хăпарса анатчĕ. Григорий Кушаков бригадир пур çĕрте те хăй ырă тĕслĕх кăтартма хыпăнатчĕ, аллăран иртнĕ пулсан та, юпасем тăрăх ача пек çăмăллăн улăхатчĕ. Пирĕн ĕç разрядне кашни виçĕ уйăхран хушса пысăклатса пынă. Мана çур çултанах 5-мĕш разряд панă.

Хамăрăн Вăрнар районĕнче ялсене электричество кĕртессишĕн райкомăн пĕрремĕш секретарĕ манпа пĕр ял-ентешĕм Анатолий Викторович Емельянов хытă тăрăшнине палăртса хăварас килет. Икĕ-виçĕ çулта электроçутăсăр ял та, кил те юлман. Çак ĕçе хам та хутшăннăшăн эп кăмăллă.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 января 2009
00:00
Поделиться
;